Икӗ кун хушшинче 300 йывӑҫ хунавӗ лартрӗç
Районта ҫамрӑк хунавсем лартасси тата вӗсене пӑхса тăрасси ҫулталӑкӗпех тăсăлать
Ҫутҫанталӑкӑн «симӗс ӳпки» шутланакан йывӑҫсемпе тӗмӗсем пирӗн пурнӑҫа илемлетеҫҫӗ кӑна мар, пире хӳтӗлекенсем те пулаҫҫӗ, сывлӑша тасатас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӗркунне те Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсенче ешӗл зона йӗркелес, йывӑҫсем лартас енӗпе ӗҫсем туса ирттерчӗç.
Районти организацисемпе предприятисенче ӗҫлекенсем икӗ кун хушшинче ҫак ырӑ ӗҫе туса ирттерчӗç. Палӑртнӑ вырӑнсенче чăрăш тата хыр хунавӗсене лартса тухрӗç.
Кашни çул «Абдулхак» ҫӑлкуҫ территорине ешӗллентерес ӗçе пуçласа ярассинче Абдулхарис Алимов тăрăшса çӳрет. Кӑҫал та ҫӑлкуҫа ҫамрӑк хунавсемпе илемлетрӗҫ.
— Эпир хамӑр коллективпа пӗрле йывӑҫсем лартма тухрӑмӑр. Йывӑҫсем лартасси — кăмăллă мероприяти. Унччен лартнӑ йывӑҫсем питӗ лайӑх ӳсеҫҫӗ — вӗсем ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ. Нумай çулсем иртсен, эпир ҫак йывӑҫсене хамӑр лартнăччӗ вӗт, тесе аса илӗпӗр, — теҫҫӗ районти финанспа бюджет палатин представителӗсем.
Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ кун хушшинче 300е яхӑн йывăç хунавӗсем лартнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев