Икӗ юрату историйӗ, икӗ тӗрлӗ шӑпа
Районти ЗАГС пайӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче службӑра тӑракан ҫар ҫыннисен мӑшӑрланăвне регистрацилерӗç
Ҫар ҫыннисем Иван Павлов тата Вячеслав Перевощиков кӗске вӑхӑтлӑх отпускра савнийӗсене качча тухма ыйтса, мӑшӑрланăвӗсене регистрацилесе кайма шутланӑ. Паллах, савнисем те ҫакна хирӗҫлемен, районта пӗр кунхине икӗ чаплӑ пулӑма палăртса ирттерчӗç.
Кашни мӑшӑрӑн хӑйне евӗрлӗ истори. Иван Павловпа унӑн савнийӗ Анастасия Дергунова Упи ялӗнчен. Пӗр ял тăрăхӗнче ӳснӗскерсем, унтах шкул пӗтереҫҫӗ, малалла професси пӗлӗвӗ илеҫҫӗ, ачалӑхри туслӑх вӑхӑт иртнӗҫемӗн юратӑва çаврăнать.
Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ивана ҫар службине илеççӗ, анчах пӗр ҫуллăх ҫар службине контракт службипе улӑштарать. Иртнӗ çул контракт тунӑ ентешӗмӗр паян ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Тӑван çӗршыва сыхлать.
– Ҫемьере эпир виҫçӗн ӳсрӗмӗр. Икӗ пӗртăван йăмăк-аппасем пур. Паллах, манӑн туссем, ял ҫыннисем, унта чухне эпӗ те айккинче юлас темерӗм, ҫавӑнпа ҫар службине ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче ирттерни вырӑнлӑ тесе шутларӑм, – тет паттӑр чӗреллӗ каччӑ.
Ку йышӑнӑва савнийӗ те хирӗҫлемен. Халӗ Анастасия ӑна законлӑ мӑшӑр статусӗнче кӗтӗ.
«Паллах, пӑшӑрханатӑн, чунра лӑпкӑ мар. Анчах эпӗ пӗтӗмпех лайӑх пуласса шанатӑп. Паян пирӗн чи телейлӗ кун», – тет Анастасия.
Тепӗр ҫамрӑк ҫемье те ҫар тивӗҫне парӑннин тӗслӗхӗ пулса тӑрать. Çак мӑшӑр, пӗлтӗр районта тӑванӗсен туйӗнче пулнӑ хыҫҫӑн, кунта хӑйсен мӑшӑрланăвне регистрацилеме шутлаççӗ.
Вячеслав Смоленск облаҫӗнчен, унӑн савнӑ хӗрӗ Сабина вара – Ульяновск енчен. Вячеславшӑн ҫар служби – тӗп професси. Вӑл Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче службăра тăрса, отставкӑна каять, анчах ҫӗршывра уйрăм мобилизаци пуҫланнӑ хыҫҫӑн, айккинче юлайман: каллех ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме тӑнӑ.
– Тӑванăмсен туйӗнче мана кунта атмосфера ҫав тери килӗшрӗ, шӑп та лӑп ҫулталӑкран ҫав кунах эпӗ хамӑн савнӑ Сабинӑпа пӗрле Çӗпрелне таврӑнма сӑмах патӑм – акӑ, куратӑр, сӑмаха тытрӑм, – тет Вячеслав, ăшшăн кулса.
Мăшăрӗ Сабина та унӑн кӑмӑлне хирӗҫ пулмасть:
«Лайӑх ҫынсем, халӑх пурӑнать кунта, мана питӗ килӗшет. Эпир питӗ телейлӗ! Çакăн пек телейлӗ кунсем малашне те нумай пулччӗр!» – терӗ вӑл.
Ҫак паллӑ кунпа ҫамрӑк мӑшӑрсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов тата ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова саламларӗҫ.
Айрат Залялов ҫамрӑк ҫемьесен юрату туйӑмӗсем инҫетрен те, сăнавсенчен те хӑраман чӑн-чӑн юрату тӗслӗхӗ пулнине палӑртрӗ.
– Сирӗн юрату историйӗ – чӑн патриотизм тӗслӗхӗ, – терӗ Айрат Залялов. – Эпир сире телей, ăнлану тата чӑтӑмлӑх сунатпӑр. Чи пӗлтерӗшли – Çӗнтерӳпе киле таврӑнасси.
Айрат Залялов район пуҫлӑхӗ ячӗпе саламлă ҫырусем, паха документсем – мӑшӑрланни ҫинчен калакан свидетельство, парнесем пачӗ.
Районти ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра уйрăм мобилизаци пуҫланнӑранпа районта 26 ҫар ҫыннин мӑшӑрланăвне регистрациленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев