Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Июнӗн 27-мӗшӗ — хаçат çырăнтармалли юлашки кун!

Çырăнтару — 2025

Хаçатăмăрăн хисеплӗ вулаканӗсем, район çыннисем! Хаçат-журнал çырăнтарас кампани вӗçленме те вӑхӑт сахал юлса пырать. 

Вӑхӑтра çырăнма ӗлкӗрейменнин сӑлтавӗсем те пулса кăна тăраççӗ. Нумайӑшӗ паянхи ӗҫе ырана хӑварма хӑнӑхнӑ, садра та, хуҫалӑхра та ӗçлемелли ӗçсем нумай. Ҫапах та «Юлнă ӗҫ ҫине юр ҫӑвать» текен каларӑша тепӗр хут аса илтерес килет. 

Районти ҫӗнӗ хыпарсем, хуҫалӑхсенчи ӗҫсем мӗнле пыни, ӗҫре малта пыракансем, хисеплӗ ҫемьесем тата ытти лару-тăру ҫинчен эсир, хаклӑ вулаканăмăрсем, вырӑнти пичет изданийӗнчен ҫеҫ пӗлме пултаратӑр.

Ҫавӑнпа та çитес ҫур ҫулта та пирӗнтен ан уйрӑлӑр! Хаçата çырăнтармалли юлашки кун — июнӗн 27-мӗшӗ!
Аса илтеретпӗр: хаҫата почта уйрӑмӗсенче те, почтальонсем урлӑ та çырăнма пулать. Хаҫат хăйӗн вулаканӗ пур чухне ҫеҫ пурӑнать! Пӗрле пулар, пӗрле юлар!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев