Июнӗн 25-мӗшӗ – юлашки кун!
Ӗнер. Паян. Ыран
Хисеплӗ вулаканăмăрсем!
2026 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулне ҫырӑнмалли кампани вӗҫлениччен вӑхӑт нумаях юлмасть.
Вӑхӑтра ҫырăнманнин сӑлтавӗсем те уҫӑмланаҫҫӗ. Нумайӑшӗ паянхи ӗҫе ырана хӑварма хӑнӑхнӑ, пахчара та, хуҫалӑхра та ҫулла ӗçсем нумай. Ҫапах та, «Юлнă ӗҫ çине юр ҫума та пултарать» текен каларӑша тепӗр хут аса илтерес килет.
Район хыпарӗсем, хуҫалӑхсенче ӗçсем мӗнле пыни, ӗҫре малта пыракансем, хисеплӗ ҫемьесем, ҫынсем тата ытти пирки эсир, хаклӑ вулаканăмăрсем, вырӑнти пичет изданийӗсенчен – «Туган як» – «Тăван ен» хаҫатсенчен ҫеҫ пӗлме пултаратӑр. Çавăнпа та ҫитес ҫур ҫулта та пирӗнтен ан уйрӑлӑр! Хаçата çырăнтармалли юлашки кун – июнӗн 25-мӗшӗ!
Хаҫата почта уйрӑмӗсенче те, почтальонсем урлӑ та ҫырӑнма пулать.
Пӗрле пулар, пӗрле юлар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев