Салтака кайрӗç каччăсем
Петр Дементьев ячӗллӗ паркра Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене ӑсатма тӑванӗсем, тусӗсем тата официаллӑ ҫынсем килнӗччӗ.
Пулас салтаксене пил парса, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов сӑмах тухса каларӗ. Вӑл ачасене ӑнӑҫлӑ служба сунчӗ. Рустам Мухаметзянов, çаплах, ашшӗ-амӑшне тивӗҫлӗ тата патриот ывӑлсем пӑхса ӳстернӗшӗн тав турӗ.
«Паян сирӗншӗн хăйне евӗрлӗ, паллă кун — Тӑван çӗршыв хуралӗнчи службӑн пуҫламӑшӗ! Ку ҫар тивӗҫӗ ҫеҫ мар, пысӑк чыс та», — терӗ вӑл.
Мероприятире ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, организацисенчен представительсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем те пулас салтаксене ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗç.
Хальхинче Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчен Ефимий Байгушев, Артем Кузнецов тата Егор Краснов, Чăваш Паснапуç ялӗнчен Егор Ермаков тата Виктор Фомин, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Диас Залялов, Шланка ялӗнчен Айназ Мухаметзянов, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Данис Низамов тухса кайрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев