Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ятарлă çар операцийӗн зонинче паллашнă

Районти ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра регистрацилерӗç

2025 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗ Сергейпе Полина Портновсемшӗн хăйне евӗрлӗ, уйрӑмах паллӑ кун пулса тӑчӗ. Ҫак кун вӗсем официаллӑ майпа мӑшӑрланчӗҫ.

Сергей Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗ: Валерий Петровичпа Вера Ивановна — районăн хисеплӗ ҫыннисем. Ҫак ҫемьен виҫӗ ывӑлӗ те паян Тӑван çӗршывăн хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче сыхă тăраççӗ. Сергей вара, пӗрремӗш. 

Ятарлă çар операцийӗ пуҫланнӑранпах вӑл унта хутшӑнать. Тӑрӑшса служить тунăшăн прапорщика çити çӗкленет, «Паттăрлăхшăн», «Георги хӗресӗ» медальсемпе наградӑланать.

Савнă хӗрӗ вара Хабаровск енчен. Амӑшӗ сывлӑх сыхлав сферинче ӗҫлет, ашшӗ — шалти ӗçсен министерствин ветеранӗ. 

Полина Санкт-Петербург хулин çутӗç центрӗнче вăй хурать. Тӗп ӗҫсӗр пуҫне волонтерлăхпа хастар интересленет, вырӑнти организацин ертӳҫи пулса тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли вӗсем темиҫе хутчен те гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑ. Сергейпе Полина та ҫак ырӑ ӗҫ вӑхӑтӗнче паллашаҫҫӗ. Хӗр Сергей ӗҫлекен чаҫе гуманитари пулӑшӑвӗ илсе килет. Вӗсен хушшинчи туслăх юратӑва çаврăнать. Акӑ ӗнтӗ, икӗ ҫул хыççăн, вӗсем ҫемье ҫавӑрма шутланă.

Ҫамрӑксем мӑшӑрланăва Сергейӗн тӑван енӗнче ирттерме шутланӑ. 
Ҫамрӑк ҫемьене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл вӗсене мӑшӑрланăва çирӗплетни çинчен свидетельство тата Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн парнине пачӗ. 

Айрат Залялов, Портновсен ҫемйине хисеплесе, иртнӗ çул вӗсем Тутарстан Республикин Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулăва кайни ҫинчен аса илтерчӗ, ҫавӑн пекех, Çемье çулталӑкӗнче Теччӗ районӗнчен Ҫӗпрел районне ҫемье вучахне илсе килни, каярахпа ӑна Пӑва çыннисене пани ҫинчен те аса илтерчӗ. 

«Сирӗн ҫемйӗр — патриотизм тата Тӑван çӗршыва юратнин тӗслӗхӗ. Ывӑлсене тивӗҫлипе пӑхса ӳстернӗшӗн тавтапуҫ сире!», — терӗ Айрат Залялов.

Районти ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа 17 ҫар çынни мӑшӑрланăвне регистрациленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев