Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ящур мӗнле чир вăл?

Специалист канашӗ

Юлашки вăхăтра ящур чирӗ çинчен калаçусем пулсах тăраççӗ.

Ящур – хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир. Унпа мăйракаллă шултра выльăхсем, сурăх-качака, сыснасем чирлеççӗ. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать. Çак чир пирки «Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗ» патшалӑх бюджет учрежденийӗн ертӳҫи Расим Низамов каласа парать.

– Чир-чӗр интоксикаципе, мăйракаллă шултра выльăхсен çӳлти тата аялти тутисен шал енне, чӗлхи çине пирваях шывпа тулнă хăмпăсем тухнипе палăрса тăрать. Инкубаци тапхӑрӗ выльӑхӑн ҫулне тата иммунитетне кура 2-12 талӑк, ытларах – 3-4 талӑк тӑсӑлать, – тет Расим Низамов.

Чир кăларса тăратакансем чирлӗ выльăхсем тата вирус çӳретекенсем пулса шутланаҫҫӗ.

 

Инфекци факторӗсем

Чир чирлӗ выльăхсем (сурчӑк, сӗт, шӑк, фекаль), апат, шыв, е выльăха пăхнă чухне усă куракан хатӗрсем, чирлӗ выльăхсем сӗлекисемпе вараланнӑ транспорт хатӗрӗсем, чирлӗ выльăхсенчен илнӗ апат-ҫимӗҫ тата чӗртавар урлă лекет.

 

Паллисем

– Выльӑх-чӗрлӗх апатран пӑрӑнать, выльӑх шучӗ чакать; ӳт температури +40-41°С таран ӳсет, чӗре таппи тата сывлавӗ хӑвӑртланать; 1-2 талӑкран выльăхсен чӗлхепе ҫӑвар ăшӗнче, чӗрнисен хушшинче, ӗнесен çилли çинче шывпа тулнă хӑмпӑсем тухаҫҫӗ; тепӗр 1-2 талӑкран хӑмпӑсем ҫурӑлаҫҫӗ, вӗсен вырӑнӗнче эрози пулса каять; выльăхсен сӗлеки ытла вăйлă юхма тытăнать, ҫӑвар кӗтессисенче кӑпӑк пулать; вируспа сиенленни ҫумне иккӗмӗшле инфекци хушӑнать, тӗслӗхрен, сӗт каналӗсен шыҫҫи, сӗт продуктивлӑхӗпе пахалӑхӗ  чакни.

Тивӗçлӗ сиплев иртнӗ вăхăтра сываласси 10 кун хушшинче пуҫланать, анчах нумай чухне вилӗмпе вӗҫленет.


Канаш

Енчен те ящур чирӗн паллисене асăрхарăр пулсан патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсене чӗнсе илмелле. 
Диагноза эпизоотологи кӑтартӑвӗсем, чирӗн клиника паллисем, патологоанатоми улшӑнӑвӗсем тата лаборатори тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх лартаҫҫӗ. Чире ҫирӗп-летнӗ чухне карантин палăртаççӗ. Эпизоотика вучахӗ чухне пӳлӗмсене дезинфекцилеҫҫӗ,  сӗте çукка кăлараççӗ, тислӗкне сиенсӗрлетеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев