Программăсем
Ял ҫыннисемшӗн халӗ нумай программа ӗҫлет – 3 процентлӑ ипотекӑран пуҫласа специалистсене пӗр хутчен парӑнакан тӳлевсем таранах. Нумайӑшӗ ҫак мерӑсем ҫинчен пӗлмессе те пултараççӗ.
Ял ипотеки: 3 процент ставкипе
2025 ҫултанпа адреслӑ программа: кредитсене АПК (ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче, тирпейлекен ҫул-йӗрпе), социаллӑ сфера (тухтӑрсем, вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, социаллӑ ӗҫченсем), Ветеринарипе Ял хуҫалӑх министерствин, Пулӑ тытассипе ӗҫлекен федераллӑ агентствӑн, Россельхознадзора пăхăнса тăракан организацисен ӗçченӗсем, уйрăм предпринимательсем тата СВОра хутшӑнакансен ҫемйисем илме пултараҫҫӗ.
Ставка – ҫулталӑкри 0,1 процентран пуҫласа 3 процент таран, сумма – 6 миллион тенкӗ таран (мăшăрсем иккӗшӗ те, арҫын та, хӗрарӑм та кашни объектшӑн 6-шар миллион тенкӗ илме пултараҫҫӗ), срок – 25 ҫул таран.
Пӗлтерӗшлӗ условисем: малтанхи 5 ҫулта кашни 6 уйӑхра профиль сферинче ӗҫленине ҫирӗплетмелле, туяннӑ ҫурт енӗпе 180 кун хушшинче регистрациленмелле, ҫурт хатӗр пулсан вара – физически лицоран илнӗ чухне 5 ҫултан, юридици сӑпатӗнчен илнӗ чухне 3 ҫултан иртмен пулма тивӗçлӗ.
Ял стажӗшӗн пенси ҫумне хушса тӳлени
Ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫул ытла ӗҫ стажӗ пулнă ӗҫлемен пенсионерсене пенсин фиксациленнӗ пайӗ çумне 25 процент хушса параҫҫӗ. 2026 ҫулта ку – уйӑхне 2 396,17 тенкӗ.
Пӗлтерӗшлӗ япаласем:
- – хушма правӑна ҫирӗплетнӗ пулсан, хулана куҫни ӑна пӑрахӑҫламасть;
- – 2026 ҫултанпа Социаллӑ фонд хушма тӳлеве автоматла шутлать – уйрӑм заявлени пама кирлӗ мар (анчах пенсионер тин ҫеҫ ӗҫрен тухнӑ пулсан, заявлени кирлӗ пулать);
- – списокра 500 ытла професси: трактористсем, дояркӑсем, агрономсем, ветеринарсем, хурт-хӑмӑр ӑстисем тата ыт.те. Колхозра 1992 çулччен учетчик е секретарь пулса ӗçленине те стажа кӗртеççӗ.
Специалистсем валли «Земство» программăсем
- Тутарстанра яла куҫса килнӗ специалистсене пӗр хутчен парӑнакан тӳлев параҫҫӗ.
- Врачсене – 1 миллион тенкӗ, фельдшерсемпе медицина сестрисене – 500 пин тенкӗ (аякри районсенче –1,5 миллион тенкӗ тата 750 пин тенкӗ).
- Вӗрентекенсене, тренерсене, культура ӗҫченӗсене – кашнине 1 миллион тенкӗ.
- Ял хуҫалӑх производствин комплексӗнче (АПК) ҫамрӑк специалиста – 750 пин тенкӗ тата ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхсерен 7,5 пин тенкӗ.
Услови: врачӑн, вӗрентекенӗн, тренерӑн тата культура ӗҫченӗн 5 ҫул ӗҫлемелле, АПК специалисчӗн – 3 ҫул. Программӑсем 2030 ҫулччен ӗҫлеҫҫӗ. Вӑхӑтсӑр ӗçрен кайсан укҫана тавӑрса пама тивет.
Ҫӗнӗлӗх: 2027 ҫултанпа ялта ӗҫлекен ҫамрӑк ветеринарсене 500 пин тенкӗ тӳлӗҫ (ҫулсерен 6 специалиста йышӑнаҫҫӗ).
Нет комментариев