Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ял тăрăхӗсенче ӗç нумай

Ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура Экзам Губайдуллин пулнă проблемăсене палӑртрӗ, васкавлă пурнӑҫламалли ӗҫсем çинче чарӑнса иртрӗ.

Семинар-канашлура Тутарстан Республикин территорийӗсемпе ӗҫлекен управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Ильдар Ибрагимов, ТР Патшалӑх строительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн ертӳçи Альберт Хабибуллин, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшăнчӗç. Мероприяти Тутарстанри муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн ассоциацийӗн Председателӗ Зкзам Губайдуллин ертсе пынипе иртрӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Экзам Гобайдуллин республикӑра пулас суйлав кампанийӗсен пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Аса илтеретпӗр, сентябрь уйӑхӗнче Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Раисӗн тата 7,5 пин ытла муниципаллă пӗрлӗхсен депутачӗсен суйлавӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак суйлавсен уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта, вӗсем 2025 ҫулхи мартăн 20-мӗшӗнчен вăя кӗнӗ ҫӗнӗ Федераллă законпа китлӗшӳллӗн пӗрремӗш хут иртеҫҫӗ.

— Пирӗн республика çак закон проектне туса хатӗрлеме хастар хутшӑнчӗ, ҫавна пула пирӗн нумай сӗнӳсене шута илчӗç. Вӗсенчен чи пахи — Тутарстанра вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли икӗ системăна, ял тата хула тăрăхӗсене, муниципаллă районсене тата хула округӗсене упраса хӑварассиччӗ, — тесе палӑртрӗ Экзам Гобайдуллин.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗ виҫӗ ҫул хушшинче ятарлӑ ҫар операцийӗн условийӗсенче пырать. Муниципаллă пӗрлӗхсен пуҫлӑхӗсене ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пур енчен те пулăшу кăтартас енӗпе йӗркеленӗ ӗҫӗсемшӗн тав турӗ.

Ял тăрăхӗсенче пулнă çул-йӗр, шыв, ҫӳп-ҫап тăкас тата ытти нумай ыйтусене, пӗр сăмахпа каласан, ял ҫыннисене хумхантаракан проблемăсене татса парас тӗлӗшпе ытти нумай ыйтусене те хускатрӗ. Нумай тӗрлӗ пулӑшу программи ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Канашлура, ҫавӑн пекех, халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисене кадастр учетне лартмалли, гидротехника сооруженийӗсене централизациленӗ пулӑшу ӗҫӗсем кăтартмалли, тирпей-илем кӗртмелли объектсем енӗпе сведенисене шута илес тата экономикăпа социаллă тишкерӳ центрӗсене парас, граждансен пӗр-пӗр налук хумалли программине пурнӑҫлас енӗпе ыйтусене те пӑхса тухрӗç.

Унтан парнелемелли мероприяти те пулчӗ. Унта тивӗçлисене «Тутарстан Республикинчи Муниципаллă пӗрлӗхсен совечӗ» Ассоциацийӗн Хисеп грамотисене тата Тав çырăвӗсене пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев