Ял пурăнсан — хула та пурăнӗ
Çӗпрел районӗнче зонăсем хушшинчи семинар-канашлу пулса иртрӗ кун пулăмӗ
Çакă пӗтӗмлетӳ тумалли семинар пулчӗ, унчченрех çакăн пек семинарсем Чистополь, Мамадыш, Сарманово районӗсенче иртрӗç.
Ял халӑхӗн ӗҫлӗ активлӑхне ӳстерес, пӗчӗк хуҫалӑхсемпе ял территорийӗсене аталантарас ыйтусем енӗпе иртнӗ семинар ӗҫне ТР Патшалӑх Совечӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин илсе пычӗ. Мероприятире, çаплах, Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ — Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров, Тутарстан Республикин муниципаллă кӗрешӳсен Совечӗн Ассоциацийӗн ертӳçи Экзам Губайдуллин, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, депутатсем, правительство членӗсем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, районсемпе ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, уйрăм хушма хуҫалӑхсем тата ҫемье фермисен ертӳҫисем хутшӑнчӗç.
Ӗҫ «Цильна» обществӑран пуҫланчӗ. Унта иртнӗ çул декабрь уйӑхӗнче хута кайнă выльӑх апачӗ хатӗрлемелли здание кӑтартрӗҫ. Кунта талӑкра 150 тонна яхăн монокорма туса кӑлараҫҫӗ. Хуҫалӑх 5386 гектар лаптăкра пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши техника культурисем ӳстерет. 3322 пуç мӑйракаллӑ шултра выльӑхӗ пур, вӗсенчен 950шӗ ӗнесем. Кун ҫинчен семинарта хутшăнакансене обществăн ертӳҫи Барис Гафуров каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл кӑҫал çулталăкри тупăша 1 миллиард тенке çитерме план пуррине те уçăмларӗ. Хӑнасене «Цильна» хыҫҫӑн ӗçлӗ çул çӳрев «Тăваньел пахчисем» кооперативра малалла пычӗ.
Çак улма-ҫырла хуҫалӑхӗнче 241,5 гектар нумай ҫул ӳсекен хунавсем пур: 8,5 гектар — ҫӗр ҫырли, 5 гектар — хӑмла ҫырли, 192 гектар — улмуҫҫи, 35 гектар — хурлӑхан. Иртнӗ çул 236 тонна панулмин тухăçне пухса илнӗ. Районти «Агротранспорт» обществӑра лашасем ӗрчетеҫҫӗ. Семинарта хутшăнакансем пур технологисене пӑхса тухрӗç. Ҫӗр ӗҫӗпе, пыл-хурт ӗрчетес, улма-çырла культурисем ӳстерес, шултра тата вак мӑйракаллӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçсемпе паллашрӗç. Унтан тӗпрен юсанӑ Анат Чакă вӑтам шкулне ҫитсе курчӗç.
Канашлăвăн пленарлă пайӗ пуҫланас умӗн, хӑнасем Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ. Районти тӗп библиотекӑра «Ял пурӑнать» проекта мӗнле пурнӑҫланипе паллашрӗç.
Проектăн пӗлтерӗшӗ — ял хуҫалӑх территорийӗсен ӗҫлӗ активлӑхне аталантарас тата ялта пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетес енӗпе Информаципе координаци центрӗ туса хурасси.
Фойере курава пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, семинара хутшӑнакансем ял халӑхӗн ӗҫлӗ тата социаллӑ активлӑхне ӳстерес енӗпе республика Раисӗ Рустам Минниханов лартнӑ тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ.
— Пирӗн семинар-канашлусен тӗллевӗ — кӑткӑс лару-тӑрӑва татса пама пӗрле ҫӗнӗ майсем тупма тӑрӑшасси, патшалӑх, общество тата кредит организацийӗсем паракан пулӑшу мерисем ҫинчен сире тепӗр хут каласа парасси, — тесе пӗлтерчӗ парламент ертӳçи. — Тутарстан — Раҫҫей субъекчӗсен хушшинче сӗт туса илес енӗпе лидер — пӗрремӗш вырӑнта, ҫӗрулми туса илес енӗпе — иккӗмӗш, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстерес енӗпе — улттӑмӗш вырăнта. Ҫаксене пурне те халӑхӑн пысӑк, кăтартуллă ӗҫӗпе çӗнсе илнӗ. Республикӑна ертсе пыракансен ячӗпе агропромышленность комплексӗн ӗҫченӗсене ырми-канми ӗҫленӗшӗн тата Тутарстан аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Хальхи программӑсене хастар хутшӑнма, республикӑри ытти пулӑшу мерисемпе усӑ курма ыйтатӑп.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районти ял хуҫалӑх отраслӗ, вак тата кӗçӗн предпринимательство ҫинчен каласа пачӗ.
Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров 2024 ҫулта пӗчӗк хуҫалӑхсене пулӑшас ӗҫе пӗтӗмлетрӗ, 2025 ҫул валли тӗллевсем палӑртрӗ.
Фарид Мухаметшин семинар-канашлăва пӗтӗмлетнӗ май, ҫакӑн пек тӗлпулусен тухӑҫлӑхне палӑртрӗ.
— Сӑмах ял халӑхӗн ӗҫлӗ активлӑхне ӳстересси ҫинчен пырать. Пирӗн республикӑра ялсене пулӑшу памалли федераци тата республика шайӗнчи йышлӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫав программӑсене кирек мӗнле пулсан та хутшӑнмалла, — терӗ Фарид Мухаметшин пусăм туса. — Ял ҫыннисем тӗрлӗ ыйтусене татса пама та пулӑшу илме тивӗҫ. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ку питӗ кирлӗ, çакăн пек тӗлпулусене эпир малалла тӑсӑпӑр.
Семинар-канашлу шайӗнче ялта предпринимательлӗхе аталантарас, ялта пурӑнакансене патшалăх пулăшăвӗ памалли майсем, районсенче пӗчӗк хуҫалӑхсене аталантармалли тата малашлӑх перспективӗ тата ытти темăсемпе çавра сӗтел хушшинчи калаçусем те пулчӗç.
Унтан республикӑри «Чи лайӑх ял тăрăхӗ», «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх», «Чи лайӑх çемье ферми» тата «Ял хуҫалӑх кооперативӗн чи лайӑх ертӳçи» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене парнелерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев