Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ячӗсем — вилӗмсӗр, паттӑрлăхӗсем — ӗмӗрлӗхе

Районти шкулсенче Астăвăм мемориалӗсем уҫӑлчӗç

Иртнӗ эрнере Кивӗ Ишлӗ, Тутар Паснапуç тата Кивӗ Шемӗршел шкулӗсенче ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ Альфис Мердеева, Айрат Шигапова, Владислав Папушкина, Андрей Степанова, Ильмас Хусаинова тата Рустам Шигапова халалланă мероприятисем иртрӗҫ.

Уявсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпепе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, «Форпост» организацийӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондӑн социаллӑ координаторӗ Фарида Нуртдинова, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ҫамрӑк армеецсем, шкул ачисем, педагогсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче паттӑррӑн пуҫ хунисене асӑнса, пӗр минут шӑплăх йышăнчӗç, Астăвăм мемориалӗсем патне чечексем хучӗç.

— Эпир Тӑван ҫӗршывăмăрăн ырлӑхӗшӗн паттӑрла пуç хунă ентеш-геройăмăрсемпе мӑнаҫланатпӑр. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтав вӗсене! — терӗ Рустам Искандарович.

Мероприяти вӑхӑтӗнче геройсен вӗрентекенӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем тухса калаҫрӗҫ, проекта йӗркелекенсене тав турӗç. 

Геройсене асăнса йӗркеленӗ Астăвăм мемориалӗсенче каччăсен япалисем, вӗсен наградисем, сӑн ӳкерчӗкӗсем, ҫар альбомӗсем вырнаçнă.

Вӗсем пурӑнакан ҫуртсен стенисем ҫине те Мемориал хӑмисем ҫирӗплетрӗç.
Проекта ТР Çамрӑксен ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ «Вӗсем пирӗн чӗресенче» гранта пурнӑҫланă май йӗркеленӗ. Ӑна районти «Форпост» организаци пурнӑҫа кӗртрӗ.

Альфис Маратович Мердеев 2000 ҫулхи майăн 10-мӗшӗнче Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗнче пӗрремӗш класра вӗренме пуçлать. 
2016 ҫулта 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Хусанти чугун ҫул транспорчӗн техникумне вӗренме кӗрет. 
2020-2021 ҫулсенче Раҫҫей ҫар ретӗнче тăрать. 
2021 ҫулта Юдино деповӗнче машинист пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме пуҫлать. 
2024 ҫулхи июнь уйӑхӗнче РФ Оборона министерствипе контракт çырть, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче службăра тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче Альфис Маратович Мердеев ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрла пуçне хурать. 
Ăна 2024 çулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче тăван ялӗн масарӗнче пытарчӗç. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать. 

Айрат Абдуллазянович Шигапов 1995 ҫулхи мартăн 22-мӗшӗнче Тутар Паснапуç ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнă. 2003 ҫулта Тутар Паснапуç шкулне 1-мӗш класа вӗренме каять. 2012 ҫулта шкултан вӗренсе тухса, профессипе техника училищине вӗренме кӗрет. 2015 ҫулта вăл çар службине каять. Ҫар службине Чита хулинче иртет. Ҫартан таврӑнсан, Хусанта сварщик пулса ӗҫлеме пуçлать. 
2022 ҫулта ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине мобилизациленет. 2022 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пулать. 2024 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнче Айрат Абдуллазянович Шигапов ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗçне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать. Ăна 2024 ҫулхи авгусăн 24-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарчӗç.
Рф Президенчӗн В. В. Путинӑн Указӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Айрат Шигапов, вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать. 

Владислав Кимович Папушкин 1967 çулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче çут тӗнчене килет. Кивӗ Шемӗршел вăтам шкулӗнчен 1985 çулта вӗренсе тухать. Колхозра тракторист пулса ӗçлет. Теччӗ хулинчи ДОСААФ шкулӗнче шофера вӗренет. 1986-88 ҫулсенче Совет çарӗн ретӗнче тăрать. Ҫартан таврӑнсан колхозра, 1997 ҫултан пуçласа Мускавра вахта мелӗпе ӗçлет.
5 ача пăхса ӳстерет. Унăн аслӑ ывӑлӗ Александр 2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче мобилизациленет, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.
2024 ҫул вӗҫӗнче В. К. Папушкин контракт çырса, ятарлă çар зонине тухса каять. БПЛА операторӗ пулса службăра тăрать. 2024 çулхи апрелӗн 24-мӗшӗнче паттăрла пуçне хурать. 2024 çулхи июнӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Шемӗршел ялӗн масарӗнче пытарчӗç. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать.

Андрей Владимирович Степанов 1990 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗнчи, Сухая Долина поселокӗнче çут тӗнчене килет. 1997 ҫулта Зеленорошино пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче, 1-мӗш класра вӗренме пуçлать. 1988 ҫулта, çемьери лару-тӑрӑва пула, Андрей ашшӗпе тата йӑмӑкӗпе пӗрле Чӑваш Шемӗршел ялне куҫса килет. 2006 ҫулта Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухать. Шкул хыҫҫӑн сварщик-монтажник профессине алла илет. 2009 ҫулта вăл çар службине каять. Ҫарта Приморье крайӗнче службăра тӑрать, аслӑ сержант званийӗпе демобилизациленет. Ҫартан таврӑнсан, стройкӑра вахта мелӗпе ӗҫлет.
Андрей Владимировича 2022 çулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче Пăва хулинчен мобилизациленет. Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать.
2024 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Шемӗршел ялӗнче пытарнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑлаççӗ. 

Ильмас Фагимович Хусаинов 1989 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухать. 
2008 ҫулта Пӑвари професси пӗлӗвӗ паракан училищӗре монтажник специальноҫне алла илет. 
2011 ҫулта Хусанти строительство колледжӗнчен вӗренсе тухать. «Транснефть» обществăра ӗҫленӗ.
2022 ҫулта РФ Оборона министерствипе контракт туса, БПЛА операторӗ пулса службăра тăрать. 2024 çулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать.

Рустам Рафагатович Шигапов 1977 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче Анат Хураката ялӗнче çуралнă. Икӗ уйӑхра чухне ашшӗсӗр тӑрса юлать. Ӑна кукамӑшӗпе кукашшӗ пӑхса ӳстереççӗ. 
1985 ҫулта Рустампа унӑн ашшӗ Саратов облаҫне куҫса каяççӗ. Пуҫламӑш пӗлӗве вӑл Саратов облаҫӗнче илет.
Рустам ҫамрӑклăх ӗҫлеме пуҫланă. Ашшӗне совхозăн ферминче пулӑшнă. 
Тутар Паснапуç ялне таврӑнсан, Рустам колхозра малалла ӗҫлеме пуçлать. 
2023 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче РФ Оборона министерствипе контракт туса, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каять, унӑн позывнойӗ «Старик» пулса тӑрать.
2023 ҫулхи ноябрь уйăхӗнче вăл аманать. Госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн, Рустам каллех малти линие таврӑнать.
2024 çулхи майăн 4-мӗшӗнче Херсон облаҫӗнче паттăрла пуçне хурать. 2024 ҫулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче Тутар Паснапуç ялӗнче пытарнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградăланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев