Гуманитари тиевне çар ҫыннисене пачӗç
Ҫӗпрелӗнчен çар операцийӗн зонине черетлӗ масштаблă гуманитари пулӑшӑвӗ ăсатрӗç
Хальхинче те сăваплă миссие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пычӗ. Гуманитари тиевне çар çыннисем патне илсе ҫитерме районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов та хутшӑнчӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ҫар ҫыннисене тӗрлӗ пулӑшу хатӗрӗсем ăсатса тăраççӗ.
Район шайӗнчи гуманитари пулӑшӑвне вара районти мӗнпур ҫын, организацисенче, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем, предпринимательсем пӗрле пухаҫҫӗ. Тиев «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче пухăнать. Хальхинче те хăшӗсем укҫан, теприсем мӗн кирлипе пулӑшнӑ. Ҫак ырӑ ӗҫрен шкул ачисем те, ватӑсем те, уйрӑм ҫемьесем те айккинче юлмаҫҫӗ.
Гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен, пӗтӗмлетсе каласан, районта ку тӗлӗшпе мӗнле ӗçсем пурнăçлани ҫинчен хаҫатсенче те, социаллӑ сетьсенче те тӑтӑшах ҫырма тӑрӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне Телеграмм-каналта тунă «Дрожжаное — вместе мы сила!» текен группăра гуманитари пулӑшӑвне пухма хутшӑннисем ҫинчен пӗлме пулать.
Черетлӗ масштаблă гуманитари пулӑшӑвне ертсе пыракан район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунине пӗлтерет.
«Паянхи кун пирӗн ҫӗршыври лару-тӑрупа сӳрӗк пулманнисем нумай пулни савӑнтарать. Тӑван енрен янӑ пулӑшу паттӑр каччăмăрсене ҫӗнтерес шанăç парать, эпир вӗсене кӗтни, юратни ҫинчен калать. Пулӑшу кăтартнă мăнпур çынна тав тăватăп!» — тесе ҫырнӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Пухнӑ гуманитари пулӑшӑвӗнче харпӑр посылкӑсем, автотранспорт валли запас пайсем, газ балонӗсем, генераторсем, ӑшӑтакансем, пӑчкӑсем, окоп ҫуртисем, строительство материалӗсем тата ытти кирлӗ пулнă япаласем, çавӑн пекех, чун ӑшшипе хатӗрленӗ килти апат-ҫимӗҫ, вӗренекенсен çырăвӗсем те пур.
Шланка ял тӑрӑхӗ пуçлăхӗ Ильдар Якупов каланӑ тӑрӑх, ҫар ҫыннисем ыйтнипе квадроцикл та янӑ. Ҫак ырӑ ӗҫе те ял халӑхӗ пӗр сӑмахсӑрах хутшӑнчӗ.
«Çын мӗнле пулни йывӑрлӑх килсе тухсан, пӗлӗнет, паттӑрсем вара — вăрçă хирӗнче», — тесе ахальтен каламан. Халӑх çапла пӗр чăмăра чӑмӑртанни, пӗр-пӗрне пулăшса пурӑнни, сӳрӗк пулманни — ҫӗнтерӳ патне илсе пыракан вӑй вăл!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев