Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Гуманитари тиевӗ: 77-мӗш хут!

Ҫӗпрел ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчи ентешсемшӗн пӗрмаях тӑрӑшаҫҫӗ

Çар ҫыннисене пулӑшасси — районта пӗрремӗш ыйту пулса тăрать. Ҫакӑн кирлӗлӗхне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров малтанхи кунсенчех малти плана хучӗ, «Эпир хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» текен лозунг Çӗпрел çыннисемшӗн те питӗ актуаллӑ.

Район шайӗнче пухăннă черетлĕ гуманитари тиевне ăсатасси — çакăн уçă тӗслӗхӗ пулса тăрать. 

Гуманитари тиевне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑй ӑсатать. Хальхинче те Марат Ринатовичпа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ҫар ҫыннисем патне кайрӗҫ. Вӗсене пулӑшма ҫар юхăмӗн ветеранӗ, «Форпост» организацийӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов, Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов, «Махмутов» хуҫалӑхăн пуҫлӑхӗ Ильмир Махмутов, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Владимир Карусев, шоферсем Ильмас Ахметов, Альфред Хасанов, Айдар Мушарапов, Раниль Салимзянов, Мансур Мухаметдияров, Ильфат Хисамов, Ильяс Сафин, Разиль Залялов, Александр Павлов кайрӗç.

Аса илтеретпӗр, июль уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫ хастар пуҫланчӗ. Районта пурӑнакансем, ҫавӑн пекех обществӑлла организацисем: Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмӗ, Раҫҫей пограничниксен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗ, ветерансен совечӗ, районти учрежденисемпе организацисен ертӳҫисем, уйрӑм предпринимательсем, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ҫынсем, волонтерсем ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшăнчӗç.

Ентешӗмӗрсем-каччăсем валли кирлӗ оборудовани, электроинструментсем, бензопӑчкӑсем, строительство материалӗсем, апат-ҫимӗҫ тата харпӑр посылкӑсем пухăнчӗç. Гуманитари тиевӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 7,2 тоннӑпа танлашнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ҫар ҫыннисем патне пурӗ 77 ҫулҫӳрев йӗркеленӗ, ҫав шутра 10-шӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑннипе. Гуманитари тиевӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 200 тоннӑна яхӑн, 60 млн. тенкӗ ытла. 

Ҫакӑн пек пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫшӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел çыннисене тав турӗ.

— Шӑпах ҫак патриотизм, пӗр шухӑшлӑх туйӑмӗ, пӗрлехи тӗллевпе ӗҫлени район халăхне пӗрлештерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, ентеш каччăмăрсене-ҫар ҫыннисене вӑй-хал, чун хавалӗ парать, ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ, — тесе пӗлтерчӗ вӑл черетлӗ тунтикунхи канашлура.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев