Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

ГТО енӗпе Хӗллехи фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пуҫланчӗ

Спорт

Фестиваль Тутарстан Республикинче Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗн шайӗнче иртет.

Кӑҫалхи февралӗн 9-мӗшӗнчен районта ӗҫ коллективӗсен  хушшинче «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» комплексӑн хӗллехи фестивалӗ старт илчӗ.

Февралӗн 10-мӗшӗнче «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче районти «Спорт шкулӗн» ӗҫченӗсем, чи малтанхисенчен пулса, ГТО нормативӗсене пурнӑҫларӗç.

Мероприятире хутшӑнакансене ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗ. Руслан Расиховихович «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн ӳсӗм категорийӗсем валли пур нормативсене Раҫҫей спорт министерстви палӑртнине каласа иртрӗ, нормативсене пурнӑҫлас енӗпе ӑнӑҫу сунчӗ.

Аса илтеретпӗр, фестивальте ГТО комплексӗн IX-XVI картлашкисене пăхăннă 25 çултан пуçласа 64 çула çитичченхи граждансем хутшăнаççӗ. Команда 8 çынран тăрать. Команда мала тухассине спорт программисенче командӑн мӗнпур хутшӑнаканӗсем ГТО комплексӗн тивӗҫлӗ ӳсӗмри картлашкисем ҫинче пухнӑ очкосен суммипе палӑртаҫҫӗ. 
Йӗлтӗрпе чупассипе нормативсене кӑҫалхи февралӗн 14-мӗшӗнче «Тутарстанри йӗлтӗр йӗрӗ – 2026» республикӑри массӑллӑ ӑмӑрту шайӗнче йышӑнӗҫ (Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн йӗлтӗр бази). 

ГТО комплексӗ «Раççей спорчӗ» патшалăх программи шайӗнче пурнăçланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев