Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Гриппа чирлес мар тесен...

Вакцинаци тумалла. Çакăншăн чи лайăх вӑхӑт – сентябрь, октябрь уйӑхӗсем

Тутарстан  Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, грипп – ачасене те, аслисене те хӗрхенмен инфекци чирӗ. Унран сыхланмалли чи шанчăклă çул-йӗр – грипа хирӗç викцина тутарни.

Прививка тунӑ хыҫҫӑн ҫыннăн организмӗнче грипа хирӗç иммунитет йӗркеленме икӗ-тӑватӑ эрне вăхăт кирлӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кӗркунне, чир эпидемийӗ пуҫланиччен, прививка тума сӗнеҫҫӗ. Прививка тӑвиччен маларах уйрӑм хатӗрлӗх кирлӗ мар. Пурӗ те, вакцинаци тӑвиччен икӗ эрне маларах ҫын шӑнса чирлеменни пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Вакцинаци тӑвас умӗн, врачпа канашласа илмелле.

– Кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта яланхи пекех гриппа чирлекенсен шучӗ ӳсни палăрать. Вакцинаци – чиртен сыхланмалли чи шанчӑклӑ мел. Вируса хирӗҫ иммунитет пултăр тесен 2-3 эрне вăхăт кирлӗ. Эппин, грипран сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче прививка тутарсан лайӑхрах, – тет районти тӗп больницӑн врач-терапевчӗ Илгизяр Хуснутдинов.

Грипа хирӗҫ вакцинӑна 18 ҫул тултарнă кирек кам та тутарма пултарать. Кун валли ҫумра паспорт кăна пулмалла.

– Грипп – уйрӑмах ерекен вирус чирӗ, унпа кирек кам та чирлеме пултарать. Инфекци ҫынран ҫынна ӳсӗрсен, сунасласан е калаҫса тăнă вăхăтра та куҫать. Грипп паллисем – ӳт температури 38 градусран ҫӳлерех хӑпарни, пуҫ, куҫ, сыпӑсемпе мышцӑсем ыратни, вӑйсӑрлӑх, шӑнтни. Каярах ҫак паллӑсем ҫумне пыр ыратни, ӳслӗк тата сунас хутшӑнма пултарать. Кун пек паллăсем пуҫлансан врач патне каймалла, хӑвӑр тӗллӗн сипленме юрамасть. Мӗншӗн тесен, респираторлӑ инфекцисемпе танлаштарсан, грипп хыҫҫӑн ҫынра вăраха каякан чирсем килсе тухма пултараҫҫӗ. Пневмани, бронхит, отит, миокардит пек чирсем пуçланма, ӳпке тата пӗвер сиенленме пултарать, – тесе асӑрхаттарать Илгизяр Хуснутдинов.

Прививкӑна кирек кам та районти тӗп больницӑн поликлиникинче (8.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен) хӑйӗн участок тухтӑрӗ патне килсе е тӳрех прививка тӑвакан кабинетра, тутарма пултарать.

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулсерен ҫӗршывра пурӑнакан кашни пиллӗкмӗш ҫын гриппа чирлет, 250 пинрен пуҫласа ҫур миллион таран ҫын вилет. Кашни ҫул!

Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, грипа хирӗҫ прививка туни инфекци ерес хӑрушлӑха пӗр хут ҫурӑна яхӑн чакарать, госпитализацилессине — икӗ хут чакарать, вилес тӗслӗх çукпа пӗрех пулать.

Вакцина мӗнле ӗҫлет?

Грипа хирӗҫле вакцина иммун тытӑмне грипп вирусӗпе кӗрешме антителасем тума пулӑшать. Антителасем – организмра микробсемпе вируссене куракан, вӗсене хирӗҫ кӗрешекен белоксем. Тепӗр икӗ эрнерен ҫыннăн организмӗнче иммунитет килсе тухать, тепӗр уйӑхран вӑл тулли вӑйпа ӗҫлеме пуҫлать, ҫулталӑкчен упранать. Ҫавӑнпа та прививкӑна ҫулсерен тата ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен кая юлмасӑр тума сӗнеҫҫӗ. Эпидсезон ҫывхарнӑҫемӗн иммунитет йӗркеленсе ӗлкӗреймен хӑрушлӑх пысӑк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев