Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Фермер пулас килсен, майсем пысӑк

Аграри отраслӗн аталанӑвӗнче хуҫалӑхӑн пӗчӗк тӗсӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ

Малашне ялсен ҫирӗп аталанăвӗ шӑпах хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, ҫемье фермисем тухӑҫлӑ ӗҫленинчен килӗ. Кун пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнчи тӗлпулура сӑмах пычӗ.

Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти агроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов, ТР Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Габдулхак Мотыгуллин, ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов, «Тутарстан Республикинче ял хуҫалӑх кооперацине аталантарас енӗпе ӗçлекен  компетенцисен центрӗ» учрежденийӗн директорӗ Марат Абдуллин, фермер хуҫалӑхӗсемпе хуҫалӑхсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Тӗлпулӑва уҫнӑ май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене мӗнле хатӗрленнипе паллаштарчӗ, ял хуҫалӑхӗ район экономикинче тӗп вырӑн йышӑннине палӑртрӗ.

ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов хӑйӗн сӑмахӗнче патшалӑх паян пӗчӗк хуҫалӑхсене тӗпе хунине палӑртрӗ, мӗншӗн тесен çакă ялта ӗҫпе тивӗҫтермелли тата ял пурнӑҫне сыхласа хӑвармалли меслет.

– Паян фермерсем хӑйсене кăна мар, ыттисемшӗн те ӗҫ паракансем пулса шутланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа республикӑра хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене пулӑшмалли мерӑсем пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем грантсем, субсидисем, – терӗ вӑл.

Рустам Гайнуллов фермерсене выльӑх шутне сыхласа хӑварма чӗнсе каларӗ. Вӑл, çавӑн пекех, Хусанта иртекен ял хуҫалӑх ярмӑрккисене хастар хутшӑннӑшӑн Çӗпрел ҫыннисене тав турӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Габдулхак Мутыгуллин выльăхсемшӗн те, ҫынсемшӗн те хӑрушӑ пулнă чирсем ҫинчен калаçрӗ. Ҫавна май вӑл ӗҫлекенсене ӗҫ вӑхӑтӗнче ятарлӑ тумпа тивӗҫтермеллине, фермӑсене, хуҫалӑхсене, хушма хуҫалӑхсене биологи тӗлӗшӗнчен хӳтӗлеме мӗн кирлине пурне те пурнăçламалли пирки асӑрхаттарчӗ. Вӑл, çаплах, выльӑхсене идентификацилес ӗҫе малалла тӑснин  пӗлтерӗшне те палӑртса  иртӗ.

«Тутарстан Республикинчи ял хуҫалӑх кооперацине аталантарас енӗпе ӗҫлекен компетенцисен центрӗ» патшалăхăн  бюджет учрежденийӗн директорӗ Марат Абдуллин центрăн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, республикӑра вӑйра тӑракан грантсем, субсидисем ҫинчен каласа пачӗ.  Вӑл та «Агромотиватор» грант ҫинче чарӑнса иртрӗ.  

«Кӑҫалтан ҫак грант пулăшăвӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем аграри бизнесӗн çул-йӗрӗпе хӑйсен ӗҫне пуҫӑнма пултарӗҫ», – терӗ вӑл.

Тӗлпулу вӗҫӗнче фермерсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусем ҫине те хуравсем илчӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев