Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Эсӗр тӳленӗ-и?!

Актуаллă калаçу

Налог тӳлевӗн срокӗ тухса пырать. Ноябрь уйӑхӗ — налог органӗсенче тӑрӑшакансемшӗн чи хӗрӳ тапхӑр. Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫей Федерацийӗн налог органӗсен ӗҫченӗн кунӗ. Ҫавна май эпир Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи 8-мӗш районсен хушшинчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Галина Юсуповапа калаҫрӑмӑр.

— Галина Витальевна, паянхи федераллӑ налог служби пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

— Федераллӑ налог служби — ҫӗршыври чи прогрессивлӑ тата клиент тӗллевӗллӗ ведомствӑсенчен пӗри. Ведомствăна чи малта пыракан технологисемпе тивӗҫтернӗ, клиентсемшӗн меллӗ ҫӗнӗ электронлӑ сервиссем тата пулӑшусем ҫулран-ҫул аталанса пыраҫҫӗ. 

— Налог тӳлес енӗпе кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем пур-и?

— Налог тӳлекенӗн «Личный кабинет» пур чухне, ҫавӑн пекех, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗпе усӑ куракансене сентябрӗн 20-мӗшӗнчен электронлӑ пӗлтерӳсем ярса пама пуҫланăччӗ. Ыттисене пӗлтерӗве почтӑпа ярса панă. Тӳлемелли налог 300 тенкӗрен сахалрах пулсан, хыпар ямаҫҫӗ. 2024 ҫулхи налогсене хупламалăх укҫа-тенке куҫарнӑ пулсан, кун пирки те хыпар пӗлтермеҫҫӗ. Налог тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсем илмелли правасем те сыхланса юлаҫҫӗ. Ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, вӗсен ҫемйисем, ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнисен ҫемйисем, пурлӑх налогӗсене тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ кураҫҫӗ. Пенсионерсемпе пенсие тухакансем кирек мӗнле йышши пурлӑхшӑн та налог ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ. Вӗсем хваттер, ҫурт, гараж е машина вырӑнне, ҫавӑн пекех, 50 тӑваткал метр лаптăкӗ пулнă хуҫалӑх сооруженийӗшӗн налук тӳлемеҫҫӗ. Пенсионерсемпе пенсие тухакан ҫынсене 6 сотый ҫӗр лаптӑкӗ ҫине налог палӑртмаҫҫӗ, анчах 6 сотыйран ытларах ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне налог тӳлеттереҫҫӗ. Банксенче хывнӑ укҫа-тенкӗн процент пайне те налог пур.

— Налог тӳлевӗсене мӗнле пурнăçламалла?

— Налуксене хăвăншăн кӑна мар, аçăр-аннӗрсемшӗн, ачăрсемшӗн те тӳлеме пулать. Ҫакна «Уплата налогов и пошлин» сервиспа, «Налоги ФЛ» модильлӗ хушăмпа, çавăн пекех, «Личный кабинет» урлă та пурнăçлама пулать. Пурлăх налогӗсене тӳлемелли срок — декабрӗн 1-мӗшӗччен. Налог тӳлени ҫинчен пӗлтерекен хут пулмасан ял тӑрӑхӗсене, нумай функциллӗ центрсене, е налог инспекцине каймалла. Пирӗн адрес: Зеленодольск хули, Туктаров урамӗ. 1-мӗш ҫурт. Сайт: nalog. gov. ru.

— Тавах, калаҫушӑн! Сире професси уявӗпе саламлатăп! 

Малалла тăсса

Тутарстан çыннисем кӑҫал пурлӑх налогӗсене 11,5 миллиард тенкӗ тӳлеме тивӗçлӗ. Ҫӗр налукӗ — 1,9 ммллиард тенкӗ, транспорт налогӗ — 5,7 миллиард тенкӗ, пурлӑх налогӗсем — 3,9 миллиард тенкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев