Ҫемьесене пӗрлештерекен уяв
«Чупрэле» паркӗнче Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ мероприяти иртрӗ
Кашни ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче — «Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче» — районти тӗслӗхлӗ мӑшӑрсене чысласси, ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк ытамӗнче «Коляскăсен парадне» ирттересси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал çак мероприятие тата та содержаниллӗ йӗркеленӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятие килнисене уяв ячӗпе саламларӗ:
— Ҫемье вӑл — пирӗн тӗрек. Йӑпанăç тата вӑй-хал тупмалли вырӑнăмăр. Кашни килтех юратупа савӑнӑҫ хуҫалантӑр, ачасем ҫуралччӑр, савӑнса пурӑнччӑр, — терӗ вӑл.
Мероприяти вӑхӑтӗнче уйрӑмах нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене тимлӗх парăнчӗ. 51 ҫул пӗрле пурӑннӑ Кизинсен ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысларӗç.
Владимир Федоровичпа Ольга Николаевна ҫур ӗмӗр хушши пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑннӑ. Иккӗшӗ те Хулаҫырми ялӗнчен.
Владимир Федорович чылай ҫул тӑван ялӗнче тӗп агроном, Ольга Николаевна ача сачӗн заведующийӗ пулса ӗçленӗ. 4 ача ҫуратса ӳстернӗ, хальхи вӑхӑтра вӗсене 8 мӑнукпа 2 кӗçӗн мӑнук савӑнтарса пурăнаççӗ.
Сцена ҫине ҫавӑн пекех пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвакан сумлӑ ҫемьесене чӗнчӗç: вӗсем — Барис Хайрулловичпа Флера Хасанзяновна Тагировсем, Барис Касимовичпа Гельшат Самигулловна Мухаметзяновсем.
Барис Хайруллович — Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, чылай ҫул ялта имам-хатыб должноҫне пурнăçласа пырать. Мӑшӑрӗпе Флера Хасанзяновнапа виҫӗ ача пăхса ӳстернӗ, Тагировсен 7 мӑнук тата 2 кӗçӗн мӑнук пур.
Мухаметзяновсен ҫемйинче 5 ача çут тӗнчене килнӗ. Бариспа Гельшат Мухаметзяновсем ӗмӗрӗпех колхозра вӑй хунӑ. Ҫемье хуçи 40 ҫул ытла выльăх пăхакан, унăн мăшăрӗ вара 35 ҫул доярка пулса ӗҫленӗ. Мухаметзяновсем ачисене те хӑйсен ӗҫ тӗслӗхӗпе воспитани панӑ.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкӗн шайӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене те тав сӑмахӗсем каларӗҫ.
Семеновсен, Ягашкинсен, Хайруллинсен, Карусевсен, Юдинсен, Нямуковсен, Магаринсен, Калашниковсен, Шленскийсен ҫемйисене:
— Сирӗн ҫирӗплӗхӗр, паттӑрлӑхӑр пысӑк хисепе тивӗҫ, — терӗç.
Нумай ачаллӑ аннесем те айккинче юлмарӗç. Кӗҫӗн Упи ялӗнчи 14 ачана ҫитӗнтерекен Галина Васильевна Козлована тата Кивӗ Упи ялӗнчи 13 ачана воспитани панă Лидия Федоровна Казакована тав сӑмахӗсем каласа, парнесем пачӗҫ.
Мероприятийӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ ҫамрӑк граждансене паспорт парассинче пулчӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 8 ҫамрӑк хӑйсен тӗп документне илчӗç. Вӗсем Раҫҫейӗн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑчӗç.
Уявӑн кульминаци пайӗ — йӑлана кӗнӗ «Коляскăсен парачӗччӗ», унта 23 ҫемье хутшӑнчӗ. Вӗсем илемлетнӗ ачасен 31 коляскипе паллаштарчӗҫ. Ашшӗ-амăшӗсем ачасен коляскисене танк, самолет, ҫар техники пек тата ытти нумай формăллă туса килнӗччӗ, хутшӑнакансене пурне те Дипломсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Малалла тăсса
Кӑҫал «Коляскăсен парачӗ» Тутарстан Республикинчи Çамрӑксен министерствин «Крепкий узел — Çирӗп тӗвӗ» грант проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май иртрӗ. Проекта «Созидание» ҫамрӑксен клубӗ туса хатӗрленӗ.
Уяв пултарулӑхпа, ӑсталӑх класӗсемпе пӗрле çыхăнса пычӗ. Ҫак кун кӑмӑл тӑвакансем пурте «Пӗтӗм çемьепе кинона» тенӗ ятарлӑ акцие хутшӑнчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев