Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫемье историйӗнчи илемлӗ астăвăм

Çамрăк мăшăр

Тутарстан Республикин кунӗнче Г.Камал театрӗн ҫӗнӗ зданийӗнче 45 мӑшӑр, официаллӑ майпа, мăшăрланнине регистрацилерӗ.

Кашни ҫул августӑн 30-мӗшӗнче Хусанта ҫӗнӗ çемьесене регистрацилес енӗпе мероприяти иртет. Кăçал та 45 мӑшӑршăн çырăнтару мероприятийӗ пулчӗ. Çак мăшăрсен хушшинче Ҫӗпрелӗнчен Ляйляпа Ильяс Ахмадуллинсем те пурччӗ. Вӗсем хӑйсен шухăш-туйӑмӗсемпе паллаштарчӗҫ.

– Тутарстан Республикин кунӗнче официаллӑ майпа çырăнни – ҫемье историйӗнчи илемлӗ кун, илемлӗ астăвăм. Эпир Тутарстанра ҫуралнипе, ҫак республикӑра пурӑннипе те питӗ телейлӗ. Ҫавӑнпа çак мероприяти икӗ хут пирӗншӗн уяв пулчӗ.

Ахмадуллинсем каланӑ тӑрӑх, мероприятие районти ЗАГС пайӗ хутшӑнма сӗннӗ, вӗсем вара пӗр сӑмахсӑрах килӗшнӗ.

– Эпир ЗАГС ертӳҫипе Альбина Шарафутдиновапа тӑтӑшах ҫыхӑну тытса тăтăмăр. Вӑл пире мӗнле документсем кирлине, ӑҫта каймаллине, мӗн тумаллине ӑнлантарчӗ, – терӗç вӗсем.

Ляйля тата Ильяс Кивӗ Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ляйля район администрацийӗнче ӗçлет, Ильяс вара, ял хуçалăх отрасӗнче вăй хурать.

Справка

Кӑҫал республикӑри ЗАГС пайӗн историйӗнче уяв иккӗмӗш хут иртрӗ. Иртнӗ çулхи августăн 30-мӗшӗнче мӑшӑрланнӑ 45 мӑшӑртан 10-шӗ ӗнтӗ кӑҫал ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев