Экзамен тапхӑрӗ ҫывхарать
Майăн 26-мӗшӗнче районти шкулсенче юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ
Вӗренсе тухакансемшӗн яваплӑ тапхӑр пуҫланать.
Кӑҫал 9 тата 11-мӗш класран вӗренсе тухнисем пӗрремӗш патшалӑх экзаменне июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче парӗҫ. 11-мӗш класра вӗренекенсемшӗн пӗрремӗш экзамена июнӗн 1-мӗшӗнче, 9-мӗш класра вӗренекенсемшӗн июнӗн 2-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал районти шкулсенчен 11 класран 65 вӗренекен, 9 класран 194 вӗренекен вӗренсе тухать. Районти çутӗç пайӗн ертӳçи Газинур Халиуллов пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗрлехи патшалӑх экзаменне памалли пункт пулнă май, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицее палӑртнӑ. Экзаменсем вӑхӑтӗнче: телефонсем, гаджетсем илсе кӗме чараççӗ, калаҫма, куҫса ларма юрамасть, правилӑсене пӑсни ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут пама ирӗк паманнине пӗлтерет. Ҫак условисем дисциплина валли кирлӗ, паллах. Вӗренекенсем предметсене, ытларах, аслӑ вӗренӳ шкулӗсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн суйлаҫҫӗ.
– 2026 ҫулта шкул аттестатне илес тесен вӗренсе тухакансен вырӑс чӗлхипе 24 балран кая мар пухмалла, база шайӗнчи математикӑпа «виççӗрен» кая пулман паллăпа экзамен памалла. Аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли требованисем вара, чылай пысӑкрах, – тесе пӗлтерет ертӳҫӗ. – Профильлӗ математикӑпа 27 балл, физикӑпа, химипе тата биологипе 36 балл, информатикӑпа 40 балл, историпе литературӑпа 32 балл, географипе 37 балл, обществознанипе 42 балл, ют чӗлхесемпе 22 балл пухмалла.
Çакна та палӑртмалла: кӑҫал Тутарстанра тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухакансемшӗн патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗн форматне улшӑнусем кӗртнӗ. Экспериментӑн тӗп пӗлтерӗшӗ – вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене кӗме ансатлатасси. Урӑхла каласан, экзамен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, колледжсене хушма предметсемпе тестсем ыйтман специальноҫсене вӗренме кӗме май парать.
2026 ҫулхи аслӑ вӗренӳ шкулӗсене йышӑнмалли кампани июнӗн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Кӑҫал абитуриентсем документсене онлайн-форматпа та пама пултарӗҫ. Кун валли патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн майӗсемпе усӑ курӗҫ.
Паллӑ ӗнтӗ, Тутарстанра «Ҫамрӑксемпе ачасем» çӗршыв шайӗнчи проект пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев