Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Дипломлӑ специалистсем пулчӗç

Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ студентсене пурнӑҫӑн анлă ҫулӗ ҫине кӑларчӗ

Пӗлӳ паракан заведени агропромышленность отраслӗсемпе ял  хуҫалӑхӗ валли ҫулсерен вӑтам професси пӗлӳллӗ, квалификациллӗ кадрсем хатӗрлет. Кӑҫалхи çул 49 ҫамрӑк специалист студент пурнӑҫӗпе сывпуллашрӗ, хӑй тӗллӗн професси пурнӑҫӗ патне пӗрремӗш утӑм турӗ. 

Вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, ҫавӑн пекех, «Чистополье» агрохолдинг представителӗ Резида Махмутова саламларӗç.

– Ял хуҫалӑхне, промышленноҫа, социаллӑ сферӑна аталантарнă çӗрте шӑпах сирӗн ҫине шанатпӑр. Техникум яланах рабочи профессисен специалисчӗсене хатӗрлекен никӗс пулчӗ, халӗ те ҫаплах юлать. Яваплӑ, тӗллевлӗ пулӑр, йывӑрлӑхсенчен нихӑҫан та ан хӑрӑр. Сире професси ҫулӗ çинче ăнăçусем сунатӑп, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ техникумра нумай ҫул ӗҫленӗ педагогсене чысларӗ, Ильфак Салахова, Надежда Хаярована тата Арифзян Бакирова Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

Айрат Залялов техникумран вӗренсе тухакансем культурӑпа массӑллӑ тата спорт мероприятийӗсене, ҫавӑн пекех, район пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртса иртрӗ, вӗсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

Техникумӑн директорӗ Валерий Лухманов студентсене ӑшшăн саламласа:

– Техникумра илнӗ пӗлӳ тата хӑнӑхусем сире пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче пулӑшчӑр, ăнăçусем сире, – терӗ Валерий Лухманов

Ертӳҫӗ техникумра патриотла воспитани уйрăмах пысӑк шайра пулнине палӑртрӗ. Паян студентсем Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине палӑртрӗ.

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса вӑй хунӑ студентсем вара, «Чистополье» холдинг представителӗнчен тивӗҫлӗ парнесем илчӗç.
Класс ертӳҫи Надежда Хаярова тата ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен Светлана Салюкина студентсен малашне  мӗнпур ӗмӗчӗсем пурнăçланасса шаннине пӗлтерчӗҫ.

Чаплӑ уявӑн чи кӑмӑллӑ саманчӗ – дипломсем пани пулчӗ. Пӗлӳ илни ҫинчен чи малтан документсене лайăх кăтартусем çӗнсе илнӗ Алмаз Камаловпа Ксения Макарована пачӗç, вӗсем пӗлӳ паракан заведение хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Алмаз Камалов вара, пӗр курсрисене «Чӑн-чӑн туссем» юрра шӑрантарса, музыка парни те турӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак кун Дипломсене «Автомобиль двигателӗсене, системӑсемпе агрегатсене техника пулӑшӑвӗ тата ремонт тăвасси», «Повар тата кондитер», «Ял хуҫалӑх машинисене ремонт тăвакан, професси вӗрентӗвӗн мастерӗ тата тракторист-машинистсем» специальноҫсемпе пачӗҫ.

Кăçалхи кӑларӑм – районӑн кадрсен потенциалне ҫирӗплетессинче тата тепӗр утӑм пулса тăчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев