Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Десантниксем — паттăрлăх, хăюлăх тӗслӗхӗ

Раҫҫей Сывлӑш-десант ҫарӗсем 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ.

Августӑн 2-мӗшне Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунӗ пулнă май палӑртаҫҫӗ. Ҫак ҫарсенче службăра тӑракансем Раҫҫей ҫарӗсен элити пулса шутланаҫҫӗ. 

Ҫӗпрел районӗнче те «Десантник» ятпа мӑнаҫланакансем сахал мар. Ҫак уяв кунӗнче хӑйсен ҫар службине Тӑван ҫӗршывăн хăрушсăрлăхне сыхлама халалланӑ хӑюллӑ каччăсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче иртекен мероприятие пухӑнчӗҫ.

Мероприятире хутшӑна-кансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

— Десантниксен хальхи ӑрӑвӗ унчченхи ӑрусен патриотла тата ҫар традицийӗсене хисеплет. Сывлӑш-десант ҫарӗсен «Пирӗнсӗр пуçне никам та!» легендарлӑ девизӗн тӗрӗслӗхне ӗнентерет. Сывлӑш-десант ҫарӗн чаçӗсенче служить тăвакансем яланах хӑюллӑ та вӑйлӑ, пысӑк тӗрӗслевсене хатӗр ҫынсем пулчӗç. Десантниксен паттӑрлӑх, кирек мӗнле лару-тӑрура та нимрен хӑраманни евӗр пахалӑхсем пур. Сирӗн ҫарсем яланах пирӗн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем тата Раҫҫей мӑнаҫлӑхӗ пулнӑ. Паян та ҫаплах. Сенкер тӗслӗ беретсене мӑнаҫланса тӑхӑнӑр, хӑвӑр ӗҫӗрсенче, пурнӑҫ йӗркинче яланах ыттисемшӗн тӗслӗх пулӑр, — терӗ Марат Ринатович.

Ҫар юхăмӗн ветеранӗ Даниил Ефимов та десантниксене ҫитӗнекен ӑрупа активлă патриотла ӗç-хӗл илсе пынăшăн тав турӗ. 

— Эсир — ҫамрӑксене хӑвăрăн тӗслӗхӗрпе Тӑван ҫӗршыва юратма, дисциплинӑна пӑхӑнма тата хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулма вӗрентсе ӳстерекен чӑн-чӑн наставниксем. Сирӗн паттӑрлӑх урокӗсене, эсир асра юлмалли мероприятисене тата ҫарпа патриотизм акцийӗсене хутшӑнни Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданинӗсене ӳстерме пулӑшать, — терӗ вӑл.

— Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче те пирӗн десантниксем присягӑна парӑннине тепӗр хут ӗнентереҫҫӗ, — тесе хушса хучӗ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Роберт Дружков та.
Мероприятире хутшӑ-накансене ертӳҫӗсем Тав ҫырӑвӗсем тата сывлӑш-десант ҫарӗсем 95 ҫул тултарнӑ ятпа, медальсем пачӗҫ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче паттӑррӑн пуçне хунă, çак ялта ҫуралса ӳснӗ Андрей Годунова асӑнса мини-футбол турнирӗ ирттерни ҫак кун кульминаци пайӗ пулчӗ. Турнира геройăн ҫывӑх ҫыннисем те килнӗччӗ. 

Спорт уявне пурӗ 10 яхӑн команда хутшӑнчӗ. Чӑваш Енрен, Ульяновск облаҫӗнчен те хутшӑнакансем пулчӗç. Пӗтӗмлетӳсемпе малти вырӑна Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн футбол команди ҫӗнсе илчӗ, Кубока та тивӗҫрӗ.

Справка

Сывлăш-десант çарӗсен çуралнă кунĕ — 1930 çулхи августăн 2-мӗшӗ. Ҫак кун Воронеж хӗрринче иртнӗ сывлӑш ҫарӗн вăйӗсен опытпа кӑтарту вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут, 12 ҫынран тӑракан десантниксен ушкӑнӗ парашютпа аннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев