Çутă та Аслă Мăнкун ячӗпе!
Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров МĂНКУН уявӗпе саламлани
Хисеплӗ Православи христианӗсем!
Православи тӗнне ӗненекен районти мӗнпур çынна Мăнкун уявӗпе ăшшăн саламлатăп!
Христос Чӗрӗлсе тăни – христиан тӗнчи паллă тăвакан чи сумлă уявсенчен пӗри. Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ пирӗн чиркӳсемпе кил-ҫуртсене пысӑк савӑнӑҫпа тата шанӑҫ ҫутипе тултарать, пурнӑҫри тӗп хаклӑхсемпе юрату, сапӑрлӑх тата ыркӑмӑллӑх ҫинчен аса илтерет.
Мӑнкунӑн пархатарлӑ йӑли-йӗрки пире ӑс-хакӑла тӑтӑшах пуянлатса пымаллине ӑша хывма хистет, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать.
Ҫак уяв кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр, чӗресене тӑван-хурӑнташпа тата ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫни пиллекен ӑшӑ та савӑк туйӑмпа ҫупӑрлатӑр.
Сире пӗтӗм чунтан тăнăçлăх, çирӗп сывлăх, ырăлăхпа çитӗнӳсем сунатăп!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев