Чунсем ырă пулччӑр!
Ырӑ кăмăллă халӑх пӗрлешсе, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсене, çар çыннисене пулӑшу парать
Хăшӗсем çар çыннисем валли куллен кирлӗ япаласем пухассине йӗркеленӗ пулсан, тепӗр ушкӑнӗ лапша касать, ăшă нускисем ҫыхать. Пӗтӗм продукци «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче пухăнать, яланхи майпа ăна ентешсем валли ӑсатăнса тăраççӗ.
Ку енӗпе Раҫҫей пенсионерӗсен Союзӗн районти уйрӑмӗ те хастар ӗҫлет. Уйрăмăн ертӳҫи Дилюза Азизова, хӑй те, тата ытти аслă çулсенчи çынсем те ҫак ӗҫе ҫар операцийӗн малтанхи уйӑхӗсенчех тытӑннӑ.
– Эпир ҫар ҫыннисемшӗн пулнă гуманитари пулӑшӑвӗн акцине яланах хутшӑнатпӑр, май пур таран пулӑшма тӑрӑшатпӑр, – тет Дилуза Азизова. – Хальхинче ҫар ҫыннисем тутӑ пулччӑр, кил ӑшшине туйччӑр тесе, лапша касрăмăр, ӑшӑ нускисемпе алсишсем ҫыхрăмăр. Хӑш-пӗр аслă çулсенчисем банкăсенче хӗл валли хатӗрленӗ маринадланă хӑяр, помидор, салатсем илсе килчӗç. Лавккаран пылак ҫимӗҫ туянакансем те пур. Гуманитари пулӑшӑвӗ çула тухас умӗн эпӗ, хам та, треугольниксем, кулинари изделийӗсем пӗҫеретӗп. Хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, япаласем пирӗн ҫар ҫыннисем патне ҫитчӗр, вӗсем часрах тӑван тӑрӑха таврӑнччӑр тесе сунатпӑр.
Аслă çулсенчи аннесем пек тăрăшакансем тата та пур. Вӗсем-организацисен, предприятисен, çутӗç ӗҫченӗсем тата ыттисем те... тӗрлӗ енчен пулăшу пухаççӗ. Данир хазрат Шарафутдинов ертсе пыракан район мухтасибачӗ, имам-хатибсем, мусульман хӗрарӑмӗсем ку ӗҫрен айккинче юлмаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Мусульмансен тӗн управленийӗнче Раҫҫейре тата Тутарстанра палăртса ирттерекен Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне малтанхи пӗтӗмлетӳсем турӗҫ, отчетлӑ пуху пулчӗ. Çак мероприятие республикӑн пур кӗтесӗнчен те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене пулӑшу кӳрекенсене, волонтерсене йыхравланӑ. Вӗсен хушшинче Дилюза Азизова, Данир хазрат Шарафутдинов, мухтасибатӑн йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Фаргат Науметов, Анат Хураката ялӗнчи ҫар ҫыннин-ентешӗмӗрӗн ашшӗ Шаукат Айметов та пурччӗ. Район çыннисем ятарлӑ ҫар операцине хастар пулӑшнӑшӑн Мусульмансен тӗн управленийӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ.
Малалла тăсса
Ентешӗмӗр-çар ҫыннисемпе районти ертӳçисен черетлӗ тӗлпулăвӗ декабрь уйӑхӗнче иртӗ. Ҫавна май вара гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫ те малалла пырать. Ҫак ырӑ ӗҫе кашни ҫын хӑйӗнчен пай кӗртме пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев