Чун-чӗре хушнипе
Пулăшу
Матак ялӗн волонтерӗсем ҫар ҫыннисем валли маскировка сетки çыхаççӗ.
Матак ялӗн çыннисем ӗлӗк-ӗлӗкренех хӑйсен пӗрлӗхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе чапа тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн малтанхи кунӗсенчех вӗсем ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, иртнӗ çул вара, пӗрле пуҫтарӑнса, ял хӗрарӑмӗсем ҫар ҫыннисем валли маскировка сетки те çыхма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Матак ялӗн Культура çурчӗн ертӳҫи Надежда Шингарева йӗркеленӗ. Надеждан ывӑлӗ Дмитрий те паян ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче служить тăвать.
– Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов ялти клубра маскировка сетки ҫыхас ӗҫе йӗркелеме сӗнчӗ. Эпӗ, Ираида Шушковапа, Маргарита Кузнецовапа пӗрле, Чӑваш Çӗпрелӗнче пулса куртӑм, унта маскировка сетки ҫыхмалли вӑрттӑнлӑхсене вӗренсе таврăнтăмăр. Сетка ҫыхма кирлӗ оборудовани хатӗрлеме Юрий Лысовпа Владимир Старшов пулӑшрӗç. Сетка ҫыхма кирлӗ пулнă хатӗрсене Липецкран Наталья Пустынина заказ парса кӳртерет, ҫип, хӑюсене хамӑр та заказ паратпӑр, – тет Надежда Шингарева.
МАХсра йӗркеленӗ ушкӑна вӗсем «По зову сердца» тесе ят панă. Унта мӗн пур шут-хисеп ӗҫӗсене илсе пыраҫҫӗ, пӗлтерӳсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Маттур волонтер-хӗрарӑмсем паянхи кун пурӗ 15 сетка ҫыхса, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ. Кун пек сеткăсем – ятарлӑ операци зонинче усӑ куракан чи кирлӗ япаласенчен пӗри.
– Нина Спиридонова, Ираида Шушкова, Маргарита Кузнецова, Александра Петрянкина (ывӑлӗ Дмитрий СВОра), Нина Кузнецова (ывӑлӗ Алексей СВОра), Нина Ушакова (ывӑлӗ Юрий СВОра пулать, суранланнӑ хыҫҫӑн, сывлӑхне кура демобилизациленнӗ), Ирина Воробьева (ывӑлӗ Юрий СВОра, офицер), Зоя Буланова (ывӑлӗ Эдуард СВОра), Олеся Шумилова (мӑшӑрӗ СВОра), Антонина Борзова, Елена Ункина, Ираида Федотова, Татьяна Фадеева, Альбина Борисова, Елена Мадюкина, Наташа Чукмарева, Надежда Старшова, Галина Кузнецова, Марина Тяхина, Галина Алимасова, Елизавета Сюпина пек волонтерсем ҫулталӑкӗпех ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Шкул, ача сачӗн коллективӗсем, вӗренекенсем те хӑйсенчен пай кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, – тет ушкӑн ертӳҫи Надежда Шингарева. – Пӗрле чухне чылай ҫӑмӑлрах. Мӗншӗн тесен эпир пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланатпӑр, пӗрле усӑллӑ ӗҫ тӑватпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев