Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çӗпрелне Раҫҫей Геройӗ Расим Баксиков килчӗ

Кун пулăмӗ

Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев шайӗнче социаллӑ сфера представителӗсемпе, вӗренекенсемпе тӗлпулусем иртрӗҫ.

Расим Рашитовичăн района килнин ӗҫлӗ ҫулҫӳревӗ социаллӑ сферӑра килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетесси, халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан системăна лайӑхлатасси тата ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртасси пулчӗ. 

Тутарстан Республикин Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ, Раҫҫей Геройӗ Расим Рашитович Баксиков Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн вӗренекенӗсемпе те тӗл пулчӗ. Педагогсемпе тата вӗренекенсемпе калаçрӗ, пӗлӳ паракан учрежденийӗн волонтерлăх ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Тӗлпулу вăхăтӗнче Расим Баксиков çар операцийӗнче иртнӗ  çар çулӗсем çинчен калаçрӗ, вӗренекенсене лайăх пӗлӳ илме, вӗрентекенсене, ашшӗ-амăшӗсене итлеме чӗнсе каларӗ. 

 

– Сирӗн хальхи вăхăтри пулнă майсем  вăл – лайăх пӗлӳ илесси тата эсир унпа усă курма тăрăшăр, – терӗ вăл.

 

Малалла тăсса

Расим Баксиков Хусанти танк училищинче пӗлӳ илет. 2022 ҫултан ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хутшӑнать, ҫар юхăмӗнчи паттăрлăхӗсемшӗн Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫет. 2025 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Расим Рашитович Тутарстан Республикин Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗн должноҫне пурнăçлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев