Çӗпрелӗн команди — кӗмӗл медаль хуçи
Ҫӗпрел районӗн команди Спартакиадӑна пысӑк шайра хатӗрленнине кӑтартрӗ
Хусанта Тутарстан Республикин муниципалитет ӗçченӗсен Спартакиадин финал ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Ҫӗпрел районӗн команди те пӗтӗмлетӳ тапхăрӗнче хутшӑнчӗ. Çак кунсенче ӗҫченсем харӑсах темиҫе дисциплинӑра тупӑшрӗç. Уйрăммăн илсен, команда ҫӑмӑл атлетика енӗпе 3-мӗш, шахмат енӗпе — 1-мӗш тата бадминтон енӗпе 1-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.
Спартакиада ҫулталӑкӗпех пычӗ. Унта сӗтел ҫи теннисӗ, волейбол, мини-футбол, бадминтон, ҫӑмӑл атлетика, шахмат, йӗлтӗр, шывра ишес енӗпе дисциплинăсем кӗнӗччӗ.
Пӗтӗмӗшле кăтартусем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн команди хӑйсен ушкӑнӗнчи районсен хушшинче тивӗҫлӗ иккӗмӗш вырӑн çӗнсе илчӗ.
— Муниципалитет ӗçченсене — спортсменсене ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑшӑн, ӑмӑртӑва пысӑк шайра хатӗрленнӗшӗн тата района республика шайӗнче палăртнӑшӑн тав тăватăп, — тесе ҫырнӑ хӑйӗн социаллӑ сетьри аккаунтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Марат Ринатович хӑй те вара бильярдпа бадминтон ӑмӑртӑвӗсенче команда йышӗнче хутшăнчӗ.
Справка
Муниципалитет ӗçченӗсем хушшинче Спартакиада Тутарстанра ҫулсерен иртет тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилессине, коллективра ӑс-хакӑл пӗрлӗхне ҫирӗплетессине шута илет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев