Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çӗпрел районӗ юбилейне палăртрӗ

Республика тата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ кун ячӗпе массӑллӑ-культурăллă мероприятисем кӗрлерӗç

Августӑн 27-мӗшӗнче чаплă мероприятие пуҫланса янă «Пыл ярмӑрккинче» ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен, Тутарстан районӗсенчен, районти ял тӑрӑхӗсенчен хурт-хӑмӑр ӑстисем хутшӑнчӗҫ. 

Хурт-хăмăр ăстисем пылсене тӗрлине: хуратулран, ҫӑка тата тӗрлӗ чечексенчен пухнине те илсе килнӗччӗ. Вӗсене тутанса пăхма та, туянма та май пулчӗ. Унсӑр пуҫне, «Пыл ярмӑркки» хурт-хӑмӑр ӑстисен пыл хурчӗсен ытти продукцийӗпе пуян пулчӗ. Çакна та палӑртса хӑвармалла: кӑҫал ярмӑрккӑна ҫиччӗмӗш хут ирттерчӗç. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Республика тата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ кунсене халалласа районта çак ярмӑрккăна ирттересси йӑлана кӗнине палӑртрӗ.

— Пыл — мӗн авалтанах сывлӑх никӗсӗ пулса шутланнӑ. Пылпа тата ытти продукципе паллашма, тӗрлӗ информаци нумай пама май туса панӑшӑн хурт-хӑмӑр ӑстисене тав тӑватпӑр. Паянхи кун районта 266 хурт-хӑмӑр хуҫалӑхӗ пур, вӗсенче 1900 вӗлле шутланать. Хурт-хӑмӑр ӑстисен йышӗ ҫулсерен ӳссе пытӑр, ӗҫӗр пирӗн халӑха усӑ кӳтӗр, — терӗ Марат Ринатович ярмăрккăна килнӗ хурт-хăмăр ăстисене тав тунӑ май. 

Уявӑн савӑнӑҫлӑ пайӗ каҫ енне районти Культура çуртӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата «Тутарстан Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацийӗн председателӗ Экзам Губайдуллин мероприятие хутшӑнакансене уяв ячӗпе саламларӗҫ. Ятарлă çар операцийӗн зонине хутшӑнакан Ҫӗпрелӗн каччисене Тӑван ҫӗршыв умӗнчи чыслă ӗҫӗсемшӗн тав туса, парнесем пачӗҫ. 

— Ку уяв чӑнах та нумай нациллӗ, паянхи кун республикӑра 170 ытла наци представителӗ пурӑнать. Республикӑра вӗсен кашнин чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫӗпрел районӗ пӗтӗм Тутарстанпа пӗр ритмпа пурӑнать, аталанать. Унӑн ăнăçăвӗсенче, ҫитӗнӗвӗсенче кашнин ӗçӗн пайӗ пысӑк. Ҫӗпрел районӗ — кӗçӗн Тӑван ҫӗршывӗнче, культура, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗн тата ытти сферӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ паллă ҫынсен Тӑван ҫӗршывӗ, — терӗ Марат Гафаров.

Энтешӗмӗр Экзам Губайдуллин та Çӗпрел çыннисене саламларӗ, уяр тӳпе, ӑнӑҫу сунчӗ.
Мероприятире тыр çи ӗҫӗсене чи малтан вӗҫленӗ малта пыракан: «Цильна», «Бикчуров Р. А.» «Махмутов И. Ф», «Низамов», «Рассвет-Агро» хуҫалӑхсен ертӳҫисене чысларӗç. Тăнăçлăх тата пурлӑх символӗ пулнă май, 2025 ҫулхи пӗрремӗш тухӑҫран пӗçернӗ ҫӑкӑр сӗнчӗç.

Сцена ҫине районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, общество пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене, ӗҫ ветеранӗсене чӗнсе кăларчӗç. Вӗсене патшалӑх наградисене, район пуҫлӑхӗн парнисене, район йӗркеленнӗренпе 95 ҫул ҫитнӗ ятпа медальсем пачӗç.

Районăмăр 95 ҫул тултарнӑ ятпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ентешӗмӗр, «ТУС» обществăн ертӳҫи, спонсор Николай Угаслов, Ҫӗпрел ентешлӗхӗн обществин Ӗҫ тӑвакан директорӗ, Атӑл ҫи тăрăхӗн федераллă университечӗн Филологипе культура хушшинчи коммуникаци институчӗн директорӗ Радиф Замалетдинов, Тутарстан Республикин тата Крым Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, «Созвездие-Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн юхăмӗн генеральнӑй продюсерӗ Дмитрий Туманов, иртнӗ ҫулсенчи район ертӳҫисем Тимур Нагуманов, Ансаф Ракипов, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫисем Данис Сатдинов, Рустам Мухаметзянов саламларӗç, ăшă сунăмӗсене пӗлтерчӗç.
Уявра чылай ҫул пӗр ӗç-хӗлре тӑрӑшнӑ ҫемьеллӗ мӑшӑрсене чысларӗç. Сцена ҫине Абдракиповсен, Айметовсен, Айнетдиновсен, Ахметзяновсен, Григорьевсен, Калимуллинсен, Кондрашкинсен, Хайруллинсен ҫемйисем тухрӗç. 

Районти предприятисемпе организацисен хушшинче «Çӗнтерӗвӗн чӗрӗ астӑвӑмӗ» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне пӗтӗмлетнӗ май, унӑн ҫӗнтерӳҫисене те чысларӗҫ. Районăмăрăн ҫамрӑк гражданӗсем те ҫак кун пӗлтерӗшлӗ документ — паспортсем илчӗç. 

Районти Культура çуртӗнче официаллӑ, культура мероприятийӗсемсӗр пуҫне, тӗрлӗ куравсем ӗҫлерӗç. Мероприятие килнӗ кашни ҫын районӑмăрăн иртнипе, паянхипе паллашма пултарчӗ. Парнелемелли мероприятисем те пирӗн ентешсен-юрӑҫсен, фольклор ансамблӗсен юррисемпе çыхăнса пычӗç.

Ҫӗпрел районӗн тепӗр пысӑк юбилейӗ хыҫа юлчӗ, анчах вӑл истори страницисенче хӑйӗн шанчӑклӑ йӗрне хӑварчӗ. Ҫак йӗрсенче унӑн аталанӑвӗшӗн, ҫитӗнӗвӗшӗн вӑй хунӑ ӗҫчен, паттӑр халӑхăн шӑпи. Малалла та вӑрӑм ӗмӗрлӗ пултăр, чечеклентӗр Çӗпрелӗмӗр!

Ӗçӗсене чысласа

Уяв ячӗпе Тутарстан Республикин тата Ҫӗпрел районӗн социаллӑ экономика сферине хăйсенчен пысӑк пай кӗртнӗшӗн, нумай çул чыслăн ӗçленӗшӗн Çӗпрел районӗн çыннисене наградӑсем пачӗҫ.

«ТАТМЕДИА» обществӑн «Туган як» хаҫат редакцийӗн филиалӗн дубляж енӗпе тӗп редактор ҫумне Таисия Петровна Игнатьевана «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ пичет тата массӑллӑ коммуникацисен ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ят пачӗç.
Районти çутӗç пайӗн хуҫалӑхпа эксплуатаци службин инженерӗ Геннадий Витальевич Шленский Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне тивӗçлӗ пулчӗ.
Тутарстан Республикин муниципаллӑ пӗрлешӳсен Совечӗн Ассоциацийӗн Председателӗн Тав ҫырӑвӗсене:
— Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Наргиза Альфиковна Блохина;
— Ҫӗнӗ Пăрăнтăк ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Екатерина Владимировна Павлова тивӗçлӗ пулчӗç.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Тав ҫырӑвӗсемпе: 
— Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Резеда Фаргатовна Аглиуллина; 
— «Амосов» хуҫалӑхӑн выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканӗ Елена Васильевна Гаврилова; 
— «Централизациленӗ бухгалтерин» ертӳҫи Рузиля Менсуровна Залялова; 
— Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн аппарачӗн бухгалтер учечӗпе отчет пайӗн пуҫлӑхӗ Лейсан Арслан-Галеевна Низамова чысланчӗç.
Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Тав ҫырӑвне: 
— Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн инфраструктура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Радик Рашитович Багаутдинов;
— «Таттелеком» обществӑн Ҫӗпрел районӗнчи электричество çыхăнăвӗн узелӗн начальникӗ Алмаз Джадитович Валиуллов; 
— Кивӗ Ҫӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Дамирович Низамов илчӗç. 
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине:
— Ҫӗпрел районӗн тӗп больницин тухтӑрне Рафаэль Альфредович Валеева;
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне:
— Ҫӗпрел районӗн тӗп больницин терапи уйрӑмӗн техника персоналне Равида Абдулхаевна Биаманована; 
— районти финанспа бюджет палатин экономика анализӗн пайӗн тӗп специалистне Ландыш Ильгисовна Куликована; 
— «Молко-Çӗпрел» обществӑн ӗҫченне Вячеслав Васильевич Никонорова; 
— «Молко-Çӗпрел» обществӑн ветеринари тухтӑрне Ленар Альфредович Салимзянова;
— «Çӗпрел Рассвет — Агро» обществӑн инженер-механикне Фанис Самимович Юсупова пачӗç.
«Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» юбилей медальне ӗҫ ветеранӗсене: 
— Мансур Шакирович Абдикаева;
— Рафик Садретдинович Бахитова;
— Зайтуна Хасанзяновна Валиуллована;
— Анатолий Федорович Гаврилова; 
— Николай Степанович Журавлева; 
— Роза Егоровна Журавлевана; 
— Суфия Миннатулловна Идиятуллинана, 
— Виктор Алексеевич Ларионова; 
— Галина Анатольевна Лысована; 
— Надир Абзалтдинович Насретдинова; 
— Тафкиль Фатыхович Низамова; 
— Николай Никонорович Савельева; 
— Кадрия Гарифулловна Фаизована, 
— Нафиса Хамдиевна Хайруллинана; 
— Рузия Шафиковна Шигапована; 
— Пӑва лесничествин вӑрман мастерне Анатолий Сергеевич Иванова; 
— Анат Чакă ялӗнчи Михаил-Архангельск храмӗн настоятельне Олег атте Волкова пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев