Çӗпрел — Елабуга — Камчатка
Çӗпрелӗн çамрăкӗсем кăçал çулла тӗрлӗ çӗре çитсе, професси алла илчӗç
Кӑҫалхи ҫулла Çӗпрӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсемшӗн чӑннипех те хăйне евӗрлӗ. Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, тӗрлӗ организацире, халӑха обществăлла апатлантарас енӗпе ӗçленисӗр пуçне вӗсем Елабуга, Камчатка тӑрӑхӗсене ҫул тытрӗç.
Çакă техникум тӗрлӗ проектсенче, конкурссенче хутшӑннипе, ҫӗнтерӳ çӗнсе илнипе пурнӑҫланать. Сӑмахран, регионсен хушшинчи «Камчатка» проектне Раҫҫей шайӗнчи строительство отрячӗсен 850 ӗҫченӗ хутшӑнать, вӗсен хушшинче 10 Ҫӗпрел студенчӗ те пур(!).
Ҫак кунсенче çамрӑксем Камчаткӑра тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Хӗрсем ытларах столовӑйсенче вӑй хураҫҫӗ пулсан, яшсем механика енӗпе пӗлӗвне ҫирӗплетеҫҫӗ, çунтармалли сӗрмелли яракан станцисенче, автотранспорт юсас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пулă ӗрчетекен сферăра та хӑйсене тӗрӗслекенсем пур.
Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Адель Нуртдинов техникумăн 2 курс студенчӗ. Вӑл Камчатка тӑрӑхӗн илемӗ ăмсантарнине пӗлтерчӗ.
«Ытларах техника енӗпе опыт пухатпӑр. Анчах Камчаткӑна ҫитсе те, пулӑ тытса, ăна ӗçе кӗртсе пăхмасан, вӑхӑта кӑлӑхах ирттернӗ пек килсе тухать. Ҫавӑнпа та эпӗ пулă тирпейлесси тата, пӗтӗмӗшле илсен, пулӑ ҫинчен нумай пӗлме тӑрӑшатӑп. Эпир ҫӗнӗ туссем тупрӑмӑр, кунта питӗ кăмăллă, вулкансем те пур», — тесе калаçрӗ Адель.
Студентсен отрячӗ Камчаткӑра пулса профессие алла илнипе кӑна чикӗленмест, пушӑ вӑхӑтра вӗсем тавралӑхпа паллашаҫҫӗ, тинӗс хӗрринче уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, гитарӑпа выляса, юрласа, тӗрлӗ ӑс-хакӑл тата спорт вӑййисенче хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫленӗшӗн ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.
Камчаткӑран ҫамрӑксем вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен таврăнӗç. Акӑ Елабугăри промышленность зонисенче ӗçленисем ӗнтӗ килӗсене каялла таврăнчӗç. Елабугăна 9 студент кайнă. Вӗсем те çуллахи канăвӗсемпе кăмăллă пулнă.
Фаниль Яфизов, отрасль технологийӗсен техникумӗн директорӗ:
— Паянхи техникумăн студенчӗсемшӗн пулнă майсем питӗ нумай. Техникумра пӗлӳ илнӗ хыççăн, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме май пур. Тӗрлӗ вырăнсене кайни, тӗлпулусем, республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче хутшӑнасси — çаксем техникумра вӗренекенсемшӗн туса панă условисенчен пӗр темиçешӗ кăна. Пирте студентсен пурнăçӗ питӗ интересӗ тата чи пахи — усăллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев