Çӗнтерӳ патне пӗрле!
Ырă ӗç
Районти ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе ыр кӑмӑллӑх марафонӗ иртрӗ.
«Ждем! Верим! Гордимся!» ыр кӑмӑллӑх мероприятине Альфия Азизова ертсе пыракан «Огонек доброты» волонтерсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗн ҫыннисем ентешӗмӗрсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫар ҫыннисен ыйтӑвӗсене тӗпе хурса, гуманитари тиевӗсене тӑтӑшах ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине ӑсатса тăраççӗ. Ҫак акцисене организацисен, предприятисен ӗҫченӗсем, обществăлла организацисен пред-ставителӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, предпринимательсем, вӗренӳ учрежденийӗсем, ҫаплах, район ҫыннисем те хутшӑнаҫҫӗ.
– Районта пурӑнакан çынсем, ентешсем пулӑшнипе ӗç илсе пыракан «Огонек доброты» ятлă волонтерсен пӗрлешӗвӗ хӑйӗн ӗҫ-хӗлне виҫӗ ҫул каялла пуҫласа ячӗ, – тет Альфия Азизова. – Волонтерсем окоп ҫуртисем ӑсталаҫҫӗ, маскировка сеткисем çыхаççӗ, улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, лапша хатӗрлеҫҫӗ тата ытти те. Ушкӑн вӑйӗпе эпир ҫар ҫыннисемшӗн 11 маскировка сетки тата 7000 ытла окоп ҫурти турăмăр. Пирӗн Telegram-каналта 400 ытла ҫын регистрациленнӗ, ҫавӑн пекех, пирӗн «ВКонтакте» сетьере ушкӑнăмăр та пур. Ку енӗпе «Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен фончӗн специалисчӗсем, çавӑн пекех, Упи, Хулаçырми тата Матак ял тӑрӑхӗсенчи волонтерсен ушкӑнӗсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Пӗрле чухне эпир вӑйлӑ! Ҫак пӗрлехи ырӑ ӗçе пай кӗртнисене пурне те тав тăватăп!
Ыр кӑмӑллӑх марафонне килекенсем валли районти Культура çурчӗн фойинче маскировка сеткисем ҫыхас, окоп ҫуртисем тăвас енӗпе мастер-классем кăтартрӗç, кунта, çаплах, пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллашма май пулчӗ.
Мероприятие ята-рлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Алексей Ягашкин тухса калаҫрӗ. Вӑл ҫар ҫыннисене пулӑшнӑшӑн тав турӗ, ашшӗ-амӑшӗсене паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн хисепленине пӗлтерчӗ.
Сцена ҫинче пултарулӑх кол-лективӗсемпе шкул ачисен, вӗрентекенсем, ача сачӗсен воспитателӗсем пурнăçланă патриотла юрӑсем, сӑвӑсемпе ташӑсем никама та сӳрӗккӗн хӑвармарӗҫ. Ывӑлӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнă амӑшӗсене те чысларӗç çак кун.
Ыр кӑмӑллӑх концертӗнче пухăннă укҫа-тенкӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хутшӑнакансем валли чи кирлӗ хатӗрсем илме тăкакланӗ.
Оксана Каранкина, Хулаçырми вăтам шкулӗн вӗренекенӗ, юнармеец, волонтер:
– Маскировка сеткине çыхма асаннерен вӗрентӗм. Вăл Хулаçырми ялӗнчи Культура çуртӗнче йӗркеленӗ волонтерсен ушкăнне çӳрет. Эпӗ те унпа пӗрле каятăп. Ятарлă çар операцийӗнчи çар çыннисене ку пулăшăвăн пӗр пайӗ кăна. Паттăр ентешӗмӗрсене ырă-сывă таврăнма сунатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев