Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çӗнӗ тырӑ тухăçне йышӑнма хатӗр

Пăрăнтăк элеваторӗ 2025 ҫулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр пулнине тишкерчӗç

Элеватор 169 тонна тырă йышӑнма пултарать.

Унччен «Пăрăнтăк», унтан «Ҫӗпрел» тырă йышăнакан элеватор, 2018 ҫултанпа «Государев Амбар» ятлă тырă йышăнакан предприятире республикăри ял хуçалăх министерствин ятарлă комиссийӗ ӗçлерӗ. Комисси элеватор тырӑ йышăнма хатӗррине, ӗçлекенсен ӗҫ условийӗсене, пушар тата ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнăçланнине тӗрӗслерӗ.

Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑх министерствин апат-ҫимӗҫ рынокӗн аталану уйрăмӗн начальникӗ Разина Мухутдинова ертсе пынипе тата хăйӗн составӗнче «Тырӑ пахалӑхне хак памалли Центр» федераллă патшалăх бюджет учрежденийӗн филиалӗн директорне Татьяна Менликеевана, «Ак Барс» генеральнӑй директорӗн коммерци ыйтӑвӗсем енӗпе çумне Марат Абдуллина, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн представительне Раниль Ахметшина пӗрлештернӗ комисси, предприятийӗн генеральнӑй директорӗ Василий Салахов тата ытти специалистсемпе пӗрле, тырă типӗтекенсен, складсен, автоподъемниксен хатӗрлӗхӗ мӗнле шайра пулнипе, регистраци журналӗсемпе тата пушара хирӗҫ хатӗрсемпе паллашрӗç.

Тишкерӳ пынă вăхăтра предприятийӗн специалисчӗсем тырра кӗртнӗ чухнехи регистраци тата йышӑнмалли йӗрке, йышӑнмалли правилӑсем, тырӑ пробисене илмелли тата йӗркелемелли майсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Комисси членӗсем, çаплах, производствӑпа технологи лабораторинче пулчӗç, лабораторийӗн приборӗсемпе паллашрӗҫ.

Палӑртса хӑварас пулать, тырă йышăнакан предприятийӗн пур объекчӗсенче те территорисене хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсем туса ирттернӗ. 

Комисси элеватор 2025 ҫулхи ҫӗнӗ тырра йышӑнма хатӗр пулнине пысӑк хак пачӗ.
Обществăн директорӗ Василь Салахов каланӑ тӑрӑх, кунта пирӗн районти хуҫалӑхсенчен те, кӳршӗри районсенчен те, Ульяновск облаҫӗнчен те тырӑ илсе килеҫҫӗ. Кашни ҫул элеватор тулли хăватпа ӗҫлет. Кунта ҫӑнӑх авăртмалли комплекс та пур, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк валли тӗрлӗ хутӑшсем хушса комбикорм та хатӗрлеҫҫӗ. 

Кадрсем енӗпе дефицит ҫук, предприятире 200 ытла ҫын ӗҫлет. 

Мӗнпур объектсене те пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, комисси элеватор коллективӗн ӗҫне пысӑк хак пачӗ.

— Тыр çи — пирӗншӗн пуриншӗн те яваплӑ тапхӑр. Ҫав таранччен тӑрӑшса тата ҫине тӑрса ӳстернӗ тырӑ хакӗ виҫесӗр. Унӑн пӗр пӗрчӗ те ан ҫухалтӑр, пахалӑхлӑ упрантăр тесен пирӗн пурне те ӗçлемелле, — тет предприятийӗн ертӳҫи Василь Салахов.

Мероприяти пынӑ май, предприятийӗн чи лайӑх ӗçченӗсене палӑртса иртрӗç тата парнелерӗç.
Пӗр ушкăн ӗçченсем Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тавне, «Ак Барс холдинг компанийӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллине, «Ӗҫри хастарлăхшăн» медальне тата Тав тунине, «Государев Амбар» обществӑн Хисеп грамотине илчӗç. 

Иртнӗ ҫул хушшинче чи лайăх ӗҫ кăтартăвӗсем тунăшăн, производство обязательствисене вăхăтра пурнӑҫланӑшӑн, производство тухӑҫлӑхне, ӗҫ тивӗҫӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн пӗр ушкăн ӗçченсене предприятийӗн Хисеп Хӑми ҫине те кӗртрӗç. 

Мероприятие ҫавӑн пекех предприятире нумай ҫул ӗҫленӗ тата паян тивӗҫлӗ канура пулнă ветерансене те чӗннӗччӗ, вӗсене те парнесем пачӗç.

— Эсир предприятие комиссипе йышӑнма пысӑк яваплӑхпа хатӗрленни курӑнаса тăрать. Пурне те пурнăçланă ӗҫӗрсемшӗн тав тăватăп. Пур ҫӗрте те йӗркелӗх хуçаланать, складсене тасатнӑ, дезинфекциленӗ, агрегатсемпе типӗтмелли хатӗрсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, элеватор 2025 ҫулхи ҫӗнӗ тырра йышӑнма 100 процентпа хатӗр, —терӗҫ комисси членӗсем, мероприяти пӗтӗмлетнӗ май.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев