Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çӗнӗ çула кӗрес умӗн

Новогодние пожелания

Иосиф Кукушкин, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ:

— 2025 ҫул хӑйӗн савӑнӑҫӗсемпе, пӑшӑрханӑвӗсемпе хыҫа юлать. Ҫулталӑк пирӗн районти тӗп больницӑн коллективӗшӗн ҫӑмӑл пулмарӗ пулсан та, вӑл юсав ирттернипе, хӑтлӑх кӗртнипе, ҫӗнӗ оборудованисем килнипе историе кӗрсе юлчӗ. 
2025 ҫулта Хăймалу, Аслă Чăнлă, Аслă Аксу, Кивӗ Кахăрлă ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене юсаса ҫӗнетнӗ, районти тӗп больницӑн сӗт кухнине тӗпрен юсанӑ. 
Больницӑри автомашина паркӗ тепӗр, ҫӗнӗ «Васкавлӑ пулӑшу» автомашинипе туллиленчӗ, ҫавӑн пекех, больницӑна наркоз оборудованийӗсем, компьютерсем, оргтехника, физоборудовани кӳнӗ.
Район ҫыннисене зçывхарса килекан 2026 ҫул ячӗпе саламлатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ырӑ хыпарпа савӑнӑҫ кӑна илсе килтӗр! Пурне те сывлӑх, телей сунатӑп!


Газинур Халиуллов, районти çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ:

— Иртсе пыракан ҫулта районти шкулсене, апат-ҫимӗҫ блокӗсене тӗпрен юсав ирттерчӗç. Кӗҫӗн Чăнлă, Анат Чакӑ вӑтам шкулӗсене тӗпрен юсарӗç.
14 шкулта «Ӳсӗм пăнчи» центрӗ пур. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене 18 маршрутпа 178 вӗренекене автобуссемпе илсе çӳреççӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче республика ертӳçисем ачасене турттарма ҫӗнӗ, «Газель» автобуссем пачӗç. Вӗсемпе пӗрле шкул автобусӗсен шучӗ 16 ҫитрӗ.
2025 ҫулта районта Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхӑрӗнче акӑлчан чӗлхипе, обществознанипе, экологипе, вырӑс чӗлхипе, Тӑван ҫӗршыва сыхлас тата хӑрушсӑрлӑх никӗсӗсем енӗпе 7 вӗренекен ҫӗнтернӗ (пӗлтӗрхинчен 2 ытларах). Призлӑ вырӑнсене республикӑри шкул ачисен олимпиадин пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче — 16 вӗренекен, «Олим патне çул» республика олимпиадин пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче — 4 вӗренекен, тӑван (чӑваш) чӗлхин регионсен тата халăхсен хушшинчи олимпиадинче 14 вӗренекен призлă вырăнсене ҫӗнсе илчӗ.
Район ҫыннисене, ӗҫтешсене, вӗренекенсене çывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Сире ӑнӑҫу, телей тата савӑнӑҫ сунатӑп!

Талгат Халитов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ:

— Çӗнӗ 2026 çула ял хуçалăх ӗçӗ-хӗлӗнче лайăх кăтартусемпе кӗтсе илетпӗр. Уй-хирте пуян тухӑҫ ҫитӗнтернӗ. Выльăх апачӗн бази çирӗп пулнипе тата хальхи технологисемпе усӑ курнин кăтартăвӗпе выльӑхсен шучӗ тата продукци туса кӑларас калӑпӑш ӳсрӗ. 2025 çулăх декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 22924 тонна сӗт туса илнӗ. Ку вара, иртнӗ çулăн çак ҫак тапхӑрӗпе танлаштарсан, 1, 2 тонна ытларах. 1282 тонна выльăх тата кайăк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Иртнӗ çулхипе танлаштарсан ӳсӗм 102 процента тӳрӗ килет. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн талӑкри ӳсӗмӗ 941 грампа танлашрӗ, ку республикӑра чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри шутланать.
Район ҫыннисене, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене çывхарса килекен уяв ячӗпе саламлатӑп. Ҫӗнӗ 2026 ҫул кашни киле ырлӑх, сывлӑх, телей, ыранхи куна шанӑҫ кӳтӗр!


Зульфат Сагдиев, районти Культура пайӗн ертӳҫи:

-Ачалӑхӑн кӗтнӗ те савӑнӑҫлӑ уявӗ — Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Ентешсене, ӗҫтешсене ҫитес Ҫӗнӗ 2026 ҫул ячӗпе саламлатӑп!
Иртсе пыракан 2025 ҫул культура ӗçӗ-хӗлӗшӗн те ӑнӑҫлӑ, ҫитӗнӳсемпе тулли ҫул пулчӗ. Шухӑшланӑ ӗҫсен ытларахăшӗ пурнӑҫланчӗ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа паянхи кунччен районта пурӑнакансене тӗрлӗ культура мероприятийӗсем кăтартрăмăр, унсӑр пуҫне чылай проектсем, грантсем ҫӗнсе илтӗмӗр. 
Пирӗн ҫитӗнӳсен никӗсӗнче — культура ӗҫченӗсен тӗллевлӗхӗпе ӗҫченлӗхӗ, яваплӑхӗ тата пысӑк професси ӑсталӑхӗ. Уяв умӗн пурне те ӗҫӗсемшӗн, пысӑк професси ӑсталӑхӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп. 
«Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче тӗлӗнтермӗшсем пулаççӗ», — теҫҫӗ. Ӗненер тӗлӗнтермӗшсене, ӗмӗтленер тусăмăрсем! Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче шухӑшланӑ мӗнпур ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр. 2026 ҫулта савӑнӑҫпа сывлӑх, çӗкленӳллӗ кăмăл тата оптимизм сунатӑп, паха тӗллевсем сиррӗнпе юнашар пулччӑр!


Виталий Землемеров, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:

— Иртсе пыракан 2025 çул ял тăрăхӗшӗн ăнăçлă пулчӗ, нумай ӗçсем пурнăçланчӗç. Хăймалу ялӗнчи ФАПа тӗпрен юсанӑ, паркра чылай ӗҫ тунӑ, ачасем валли арт-объектсем вырнаҫтарнӑ. Ялта харпӑр хушма хуҫалӑхсем, предпринимательство аталанать, харпăр хăй ӗçне йӗркелекенсен шучӗ ӳсет. Ҫулсене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ӗçмелли таса шыв, газ пур, ҫуртсем илемлӗ, ӗҫлемелле тата маттур пурӑнмалла кăна. Пирӗн ҫитес ҫул валли те плансем пысӑк, строительство енӗпе те ӗҫӗмӗрсем пулӗç. Чи пахи — çулсем тăнăç килччӗр, сывлӑх пултӑр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев