Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Чӗлхе – халăхăн ăс-хакăл пуянлăхӗ!

Районта Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ фестиваль иртрӗ

Мероприяти тӗрлӗ наци ҫыннисен культури, пӗрлӗхӗн витӗмӗпе, 2026 ҫул – Раҫҫей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ шайӗнче иртрӗ.

Районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов тата районти централизациленӗ библиотекăсен системин  директорӗ, «Ак калфак» хӗрарӑмсен организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Гульфия Яфизова фестивале хутшӑнакансене саламларӗҫ, тӑван чӗлхене манмалла, мар, терӗç. Чӗлхе –  халӑхсен аслӑлӑхӗн, историйӗн, йӑли-йӗркин уҫҫи пулнине палӑртрӗç.

Паянхи кун ҫӗршывра 165 наци представителӗ пурӑнать. Районта тӗрлӗ наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ, районти Культура çурчӗ ҫумӗнче Халӑхсен туслӑх çурчӗ ӗҫне илсе пырать. Районăн тĕп нацисен представителӗсем тутар-мишерсем тата чăвашсем пулса шутланаççĕ.

Концерт программи шайӗнче пултарулӑх номерӗсемпе тӗрлӗ халӑх культурине, пурнӑҫне сӑнларӗç. Тӑван чӗлхесене юратни ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ, фольклор номерӗсем, халӑх ташшисем пулчӗç, юмахсем вуларӗҫ.

Пӗрлӗх тата пӗр-пӗрне ӑнланас кӑмӑлпа витӗннӗ каҫӑн финал аккорчӗ Ирина Павлова шӑрантарнӑ «Уголок России» юрӑ пулчӗ. Ҫак уяв пур хутшӑнакана та чи пахине: тӑван чӗлхе вӑл – халӑх чунӗ, ӑна упрамалла, юратмалла, пулас ӑрусене хаклӑ мул пек парса хӑварма кирлӗ пулнине кăтартса пачӗ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче шкул ачисем парнесем те илчӗç. Паллă поэт Муса Джалиль ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ шкул ачисен конкурсӗн, ҫавӑн пекех халӑхсен туслӑхӗн  «Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле!» фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсем грамотӑсемпе парнесем илчӗç.

Справка

Февралӗн 21-мӗшӗнче тӗнчере Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Çак уява 1999 çулта ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийӗнче чӗлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата аталантарас тӗллевпе палăртма йышăннă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев