Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Чӗкӗнтӗр кăларма пуçларӗç

Районта кӗркунне 950 гектар лаптӑк çине акнă сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илӗç

Районта, чи малтан, «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сахӑр завочӗсене сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илсе, ӑсатма пуçларӗ.

«Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче кӑҫал сахӑр чӗкӗнтӗрӗн плантацийӗсем 150 гектар лаптăка йышӑннă.

Агротехника меро-приятийӗсене вӑхӑтра, пысӑк пахалӑхпа ирттернӗ. Вӑйлӑ ҫумӑрсене пула, пӗр гектартан тухнă вӑтам тухӑҫ 500 центнерпа танлашать. Эпир çак  обществăн уй-хирӗсене пырса çитнӗ вăхăтра 80 гектар лаптӑка йышăнакан уй-хирте «Холмер» комбайна çӳретекен Ленар Махмутов пылак тымар ҫимӗҫе кăларса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрне пухса кӗртес ӗҫсене икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Ленар Махмутова çӗрлехи сменӑра Фирдус Хасановпа Ильнур Миначев улӑштараҫҫӗ.

Механизаторсем пӗр минута та ахаль ирттересшӗн мар. «Холмер» комбайн пӗр харӑсах темиҫе техника ӗҫне пурнӑҫлать: чӗкӗнтӗре ҫулҫӑсенчен тасатать, чавса кăларать, бункера тултарать, ун хыҫҫӑн купасене пушатать. Ильдар Айнуллин ертсе пыракан Ропа «МАУЗ» тата Рафаэль Айнутдинов ертсе пыракан «Амкадор» техники автомобильсем çине тиесе тăраççӗ.

Комбайнсемпе чавса кăларнă, кагатсене пушатнă пылак тымар ҫимӗҫсене вара  шоферсем Тальгат Азизовпа Рафик Тимербулатов «КамАЗ» тата  Андрей Долгов çӳретекен «Жак» автомобилӗсемпе чӗртавара сахӑр завочӗсене турттараҫҫӗ.

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ сентябрӗн    -мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, районӗпе пылак тымар ҫимӗҫе 80 гектар лаптӑк ҫинче чавса кӑларнӑ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 500 центнерпа танлашать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев