Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çирӗп, ырă чӗреллӗ пулса ӳссем, Сулейман!

2026 ҫулăн пӗрремӗш ачи – район çынни ҫут тӗнчене килчӗ

 ЗАГС пайӗнче пӗрремӗш ачана чысламалли мероприяти иртрӗ.

Яфизовсен ҫемйине ача ҫуралнă ятпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

 

– Сирӗн пепкӗр Ҫӗпрел районӗн 2026 ҫулăн пӗрремӗш ачи пулса çуралчӗ. Ку пирӗн районшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Сире сывлӑх, телей тата савӑнӑҫ сунатӑп! Эсир Сулеймана ҫӗршывшӑн усăллă ҫын пулма, тивӗçлӗ воспитани парса ӳстерессе шанатӑп, – терӗ Марат Гафаров

 

Нумай ачаллӑ ашшӗпе амӑшне ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Шарафутдинова та саламларӗ, ача ҫурални яланах савӑнӑҫ пулнине палӑртса иртрӗ. Юлдузăн ӗç вырăнӗнчи  Тутарстан Республикин Финанс министерствин Çӗпрел районӗнчи Казначейство департаменчӗн территорири уйрăмӗн пуçлăхӗ Муслимя Хусаинова та çемьене телей сунчӗ.

 

Яфизовсене асӑнмалăх парнесем тата ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство пачӗç.

Юлдузпа Айдар Яфизовсем ывӑлне Сулейман тесе ят панӑ, вӑл ҫемьере  – тӑваттӑмӗш ача. Сулейман ятӑн пӗлтерӗшӗ: хаклӑ, сăпайлă,  паха, патвар.

 

– Эпир çемье ҫавӑрни 9 ҫул.  Нумай ачаллӑ ҫемье пирки яланах ӗмӗтленнӗ эпӗ, – тесе шухӑшне пӗлтерчӗ телейлӗ амăшӗ. –Тӑваттӑмӗш ачана кӗтнӗ май, паллах, пӑлхантӑм, йывӑр пулӗ тесе шутланăччӗ, паян пуриншӗн те савӑнатӑп. Эпӗ пур хӗрарӑма та анне пулма телей сунатӑп.

Пепкен йывăрăшӗ – 4310 грамм, тӑршшӗ – 58 сантиметр.

Яфизовсем пепке 2026 ҫулта пӗрремӗш ача пулса ҫураласса, чыслав мероприятийӗ çинчен шухӑшламан та.

 

– Кӗтмен савӑнӑҫ пулчӗ. Пирӗн ывӑла халалласа ҫакӑн пек пысӑк уяв йӗркеленӗшӗн пурне те тав тăватпăр, – терӗҫ вӗсем.

Мероприяти тӑршшӗпе Сулейман пурне те хăйне тимлӗхе илтерсе, сасӑ парса выртрӗ. Кашниех çак ачан характерӗ çирӗп пуласса, вăл ăна пурнӑҫ ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, телейлӗ пулма пулăшӗ, тесе ӗмӗтленчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев