Ял хуçалăхӗ
«Цильна» обществӑн тата «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн тата ӗҫченӗсем районта пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртессине чи малтан вӗҫлерӗç. Цильна» обществӑра пӗрчӗллӗ культурăсене 1935 гектар лаптӑк ҫинче вырса çапнă, кашни гектартан тухнă вăтам тухăç – 58,9 центнера тӳрӗ килет. Ку – рекорьлă цифра!
«Бикчуров Р. А.» хуҫалӑхра тырпула 1700 гектар лаптӑк ҫинче вырса çапнă. Вӑтам тухӑҫ пӗр гектартан 51,5 центнерпа танлашнă.
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен кӑҫалхи августӑн 27-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, 15554 гектар лаптӑк çинче пӗрчӗллисен тухӑҫне пухса илнӗ, ку вӑл пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 57,4 процентне тӳрӗ килет. Августӑн 27-мӗшӗ тӗлне 58221,6 тонна тырӑ çапса илнӗ, районӗпе вӑтам тухӑҫ пӗр гектартан – 37,4 центнер.
«Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра 4156 гектар пӗрчӗллӗ культурăсене пуçтарса кӗртнӗ, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 52,7 проценчӗпе танлашать. Пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗнчен вӑтамран 31,2 центнер тухăç тухать.
«Агротранспорт» обществӑра 982 гектар лаптăк çинче пӗрчӗллӗ культурăсене пуçтарса кӗртнӗ, тыр çи ӗҫӗсен 52,9 процентне вӗҫленӗ.
«Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 500 гектар лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ культурăсене пуҫтарса илнӗ, ку 56,1 процентпа танлашать. Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ – 52,0 центнер.
Хальхи вӑхӑтра районти обществăсемпе хуҫалӑхсенче кӗрхи культурӑсене акма тӑпра хатӗрлесси малалла пырать, паянхи кун тӗлне район тӑрӑх 8314 гектар лаптăкри çӗрсене ӗçе кӗртнӗ, 4008 гектар лаптӑк ҫинче ака ӗçӗсем ирттернӗ.
Нет комментариев