Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Чи лайӑх тата шанчӑклӑ команда – ҫемье»

Ягашкинсен ҫемйи Тутарстан Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗлпулура хутшӑнчӗ

Июнӗн 1-мӗшӗнче – Ачасене хӳтӗлемелли кун Хусанти Кремльте «Ачалӑх фестивалӗ» иртрӗ. Ҫак пулӑмпа, Тутарстан Республикин Раисӗ пулӑшнипе пурнӑҫланакан, «Тутарстанра çулла» республика проекчӗ уҫӑлчӗ.

Фестиваль площадкине Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов килсе кайрӗ. Вӑл ачасене итнтересленме сӗнекен активлăхсемпе паллашрӗ, республикӑри ҫамрӑксемпе те калаҫрӗ.

Рустам Минниханов та уяв шайӗнче «Малтисен юхӑмӗн» хастарӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва республикӑн  мӗнпур районӗсенчен те «Малтисен юхӑмӗн» пурнӑҫне хастар хутшӑнакан чи хастар ҫемьесене чӗннӗччӗ.  Тӗлпулура ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Фазлеева, Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Малтисен  юхăмӗн» Тутарстанри регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Тимур Сулейманов та пурччӗ.

Уява хутшӑнакансемпе калаҫнӑ май, Рустам Минниханов ҫапла палӑртрӗ:

«Чи лайӑх тата шанчӑклӑ команда – ҫемье. Вӑл яланах тӗрев тата тӗслӗх», – терӗ.

Ҫӗпрел районӗнчен мероприятире Ягашкинсен ҫемйи хутшăнчӗ. Аса илтеретпӗр, Ягашкинсем районта «Малтисен юхӑмӗ» командӑпа пӗрле ирттерекен ытти мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

«Маринапа Алексей Ягашкинсен ҫемйи – пӗрлӗх тата пурнӑҫри хастар позицин чӑн-чӑн тӗслӗхӗ. Вӗсем ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк пай кӗртеççӗ», – тет «Малтисен юхăмӗн» районти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова.
Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Алексей хӑйӗн ӗҫтешне, паттӑррӑн вилнӗ Ренгат Салихова асӑнса армрестлинг ӑмӑртӑвне йӗркелекенсенчен пӗри пулса тăрать. Марина вара, «Малтисен юхăмӗ» командӑн наставникӗ пулнӑ май, ачасене ырӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене явӑҫтарать, нумай проекта пурнӑҫа кӗртме пайтах вӑй хурать. Вӗсен хӗрӗ Есения те «Раҫҫей ӑмӑрткайӑкӗсем» командинче, культура тата спорт мероприятийӗсенче хастар хутшăнать.

Ягашкинсем:  
– Тутарстан Республикин Раисӗпе Рустам Нургалиевич Миннихановпа тӗлпулу питӗ ӑшшӑн, туслӑн иртрӗ. Эпир унтан хавхаланса таврӑнтӑмӑр. Тутарстанра пурӑннипе мăнапçланатпăр, республикӑра йӑла-йӗрке упранать,  пуласлӑхăмăршăн – ачасемшӗн пулнă майсем нумай, проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсене пысӑк тав!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев