Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çар çыннине Рустам Минниханов саламларӗ

Дмитрий Александрович Шингарев ҫак кунсенче пысӑк наградӑна тивӗҫрӗ

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов  ентешӗмӗре «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысларӗ. Наградӑна Тутарстанра Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв шайӗнче пачӗҫ.

Мероприяти Муса Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет академи театрӗнче иртрӗ. Унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан делегаци хутшӑнчӗ. 

Аса илтеретпӗр, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене чунтан хисеплесе, 2026 ҫула Тутарстан Республикинче Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Рустам Минниханов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене, хальхи ҫар ҫыннисене Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин патшалӑх наградисене, Тутарстан Республикин Раисӗн Тавне пачӗ. Вӗсен хушшинче ентешӗмӗр Дмитрий Шингарев та пурччӗ.
Дмитрий 2000 ҫулта Надеждапа Александр Шингаревсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн Евгений ятлă шӑллӗ пур, каччă паян тетӗшӗн тӗслӗхӗпе ҫар вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӳ илет. 

Дмитрий ҫамрӑклах спортпа туслашать,пиҫиххипе кӗрешес енӗпе спорт мастерӗ ятне тивӗçлӗ пулать. Ӗҫчен, ӳт-пӳ енчен çирӗп каччӑ вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, 2018 ҫулта, Хусанти аслӑ ҫар танк училищине вӗренме кӗрет. 2023 ҫулта вӗренӳ заведенине пӗтерсе, ятарлӑ ҫар операцине каять. Иртнӗ çул вӑл савнă хӗрӗпе Златӑпа çемье çавăрчӗ. Хӑйӗн мӑшӑрланăвне вӑл районти ЗАГС пайӗнче регистрацилерӗ.

Ентешӗмӗр, аслӑ лейтенант, танк ротин командирӗ Дмитрий Шингарев ҫитӗнекен ӑрушӑн, пирӗнтен кашниншӗн Тӑван ҫӗршыва юратас, хӳтӗлес  енӗпе тӗслӗх пулса тӑрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев