Ӗç эрни кӗске пулать
Тӗп хыпар

Ӗç эрни кӗске пулать

Ӗнер. Паян. Ыран

Ураза-байрам уявне паллă тунипе республикӑра пурӑнакансем ку эрнере пӗр кун ытларах канаççӗ.

Рамадан февралӗн 19-мӗшӗнче пуçланнăччӗ, мартăн 20-мӗшӗнче Ураза-байрам уявӗпе вӗçленет. Уяв ӗç кунне лекнипе республикăра  пилӗк кун ӗçлекенсем виçӗ кун канӗç – эрнекунран, мартăн  20-мӗшӗнчен пуçласа вырсарникун, мартăн 22-мӗшӗччен.
Кӗçнерникун, мартăн 19-мӗшӗнче, уяв умӗнхи кун шутланать, çавӑнпа ӗç  кунӗ пӗр сехет маларах вӗçленет. 

 


Нет комментариев