Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Астӑвӑм хӑмине уçрӗç

Аслӑ Чăнлă вӑтам шкулӗнче «Пӗлӳ кунӗнче» Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ учительне Роберт Файзрахманович Закирова халалласа мемориал хӑмине уҫрӗҫ.

Роберт Файзрахмановича Аслă Чăнлă ялне шкул директор пулма 1975 ҫулта палăртаççӗ. Ун чухне шкул сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пулать. Ҫав ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче шкула вӑтам пӗлӳ паракан учреждени пулнă май улăштараççӗ, 9-мӗш класа унта 37 вӗренекен килет.

Роберт Закиров тӑрӑшулăхӗпе 480 вырӑнлӑ икӗ хутлӑ ҫӗнӗ вӑтам шкул ҫурчӗ туса лартаççӗ, ӑна 1976 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче торжествăлла майпа уçаççӗ. 1977 ҫулхи июнь уйӑхӗнче ял историйӗнче пӗрремӗш хут 37 вӗренекен вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен аттестат илет.

Ӗç процесне ăста илсе пыракан пулнӑ май, Роберт Закиров вӗренӳпе воспитани процесне вӑхӑт ыйтнипе килӗшӳллӗн йӗркелеме пӗлӗвне те, вӑйне те шеллемест.

Вăл çутӗç аталанăвне, районăн обществăлла ӗç-хӗлне те пысӑк пай кӗртнӗ çын. Роберт Закиров район комитечӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн заведующийӗ, халӑх контролӗн районти комитечӗн председателӗ, кадрсен пайӗн начальникӗ, 1999 ҫултан пуҫласа 2009 ҫулччен Ҫӗпрел районӗн çутӗç пайӗн начальникӗн вырӑнӗсене йышӑнса тăрать. 2016 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен вӑл районти ветерансен советне ертсе пычӗ..

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Роберт Файзрахмановичпа пӗр класра вӗреннӗ, Тутарстан Республикин агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳҫи Марс Алиев (Хусан хули), ăна улăштарнă, ӗҫтешӗ Шаукат Алиуллов, 34 ҫул шкула ертсе пынӑ Наиль Низамов, хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров тухса калаçрӗç.

– Районӑн мухтавлӑ аталанӑвне тивӗҫлӗ пай кӗртнӗ паллă ҫынсем пирӗн нумай. Вӗсенчен пӗри – Роберт Файзрахманович Закиров. Унӑн ятне ӗмӗрлӗхе халăх асӗнче хăварас тесе шкул стени ҫине мемориал хӑми вырнаçтарни – ҫамрӑксемшӗн историе палăртни, малалла тӑсни. Районăмăрăн мӑнаҫлӑхӗ пулса шутланакан çынсен ячӗсене манмалла мар, –  терӗ Марат Ринатович.

– Роберт Файзрахманович ҫирӗп ыйтакан ертӳҫӗ пулчӗ. Хӑй хыҫҫӑн ырă ӗçсем хӑварчӗ. Ҫак пахалӑхсене пула вӑл халӑх хисепне ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн ялăн малашлăхне йӗркелес, ҫамрӑксене вӑтам пӗлӳпе тивӗҫтерес енӗпе тунӑ ӗҫӗсем хаклӑран та хаклӑ, – терӗ Равиль Адиевич Бикчуров.

Роберт Закировпа малтанхи кунсенчех ӗҫлеме пуҫланӑ педагогсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗҫ. Педагогика ӗçӗн ветеранӗсене: Барис Сабирзянова, Сайма Юнусована, Римма Алиакберована, Римма Фахрутдинована тата Альфия Юсупована Ҫӗпрел районӗ 95 ҫул тултарнӑ ятпа асӑнмалӑх медальсем пачӗҫ.

Шкул директорӗ Рамзия Азьмуханова пухӑннисене вӗренӳ заведенийӗн пуян историйӗпе паллаштарчӗ. 50 ҫул хушшинче шкултан 1774 ача вӗренсе тухнӑ.

– Шкулӑн тӗп тӗллевӗ – Тӑван ҫӗршывӑмӑршӑн тивӗҫлӗ ывӑл-хӗр ӳстересси. Роберт Файзрахманович Закиров хывнӑ никӗсе упраса хӑварма тӑрӑшӑпӑр, йӑла-йӗркене малалла тӑсӑпӑр, – терӗ шкулăн ертӳҫи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев