Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Астăвăм хуралӗнче

«Çӗнтерӳ диктанчӗ» акци

«Единая Россия» парти йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери «Çӗнтерӳ диктанчӗ» акци кӑҫал та пысăк шайра иртрӗ. 

Акци тӗнчери 75 ҫӗршыври 36 пин площадкӑра иртрӗ. Ҫакӑ мероприяти ҫулран-ҫул сарӑлсах пынине, истори астӑвӑмне упрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине кӑтартать.

Районта «Ҫӗнтерӳ диктантне» ҫырма вунӑ площадка йӗркеленӗччӗ. Вӗсем пурте çутӗç учрежденийӗсенче ӗҫлерӗç.
Диктанта Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей площадкинче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Алексей Ягашкин та ҫырчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров диктант ҫырма килнӗ ертӳҫӗсене, хутшӑнакансене саламларӗ:

– «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» – Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварас тӗллевлӗ пӗлтерӗшлӗ патриотла акци.
Историпе обществознани вӗрентекенӗ Ильнур Айнуллов заданисене пурнӑҫламалли правилӑсене ӑнлантарса пачӗ. Хутшӑнакансем  25 ыйтӑва 45 минут хушшинче хуравламалла тивӗçлӗччӗ.

Кăçалхи «Çӗнтерӳ диктантне» Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи чаплӑ ҫарпуҫӗ, маршал Георгий Жуков ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Теста унӑн биографийӗ, ҫавӑн пекех, ытти ҫарпуҫӗсем, писательсем, артистсем тата вӑрҫа хутшӑнакансем ҫинчен ыйтусем те кӗртнӗччӗ.

Акцин тӗп тӗллевӗ – ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриот туйӑмӗсемпе воспитани парасси, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшне тепӗр хут палӑртасси. «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» тӗрлӗ ӑру представителӗсене пӗрлештерсе, пӗтӗмӗшле ӑс-тӑна ҫӗнетет, ҫӗршывăмăрăн историйӗшӗн хисеп тата мӑнаҫлӑх ҫуратать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев