Аслисен ярмӑркки пулчӗ
Ватӑ çынсенен декади шайӗнче Кивӗ Ҫӗпрелӗнче ял хуҫалӑх ярмӑркки иртрӗ.
Ярмӑрккӑна тӗп пасар лаптăкӗнче йӗркеленӗччӗ.
Район халӑхне улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ, тырă продукцийӗн анлӑ ассортиментне сӗнчӗç. Тӗп туянакансем те, паллах, районти аслă çулсенчи çынсем пулчӗç. Пасар лаптӑкӗнче юрӑ, музыка янӑраса тăчӗ.
Сутуҫӑсем тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ, панулми, варени, тӑварланӑ пахчаçимӗç, ҫавӑн пекех, сахӑр, ҫӑнӑх, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тата ытти продукци илсе килнӗччӗ. Улӑм, пӗрчӗллӗ культурӑсем: урпа, тулӑ, пӑрҫа, сӗлӗ, пӑру ашӗ те пурччӗ. Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Галина Углева маринадланӑ, тӑварланӑ кӑмпа, хӑйӗн пахчинче ӳстернӗ ыхра, ҫавӑн пекех, пӗтнӗк, матрӳшке сутрӗ.
«Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен комплекслӑ центрăн специалисчӗсем тата социаллӑ ӗҫченсем, волонтерсем, «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем ватӑсене илнӗ продукцийӗсене килӗсене леçсе пама пулӑшрӗç. «Ҫӑкӑр завочӗн» пӗçерекенӗсем хатӗрленӗ вӗри чейпе тутлӑ икерчӗсене ярмӑрккӑна хутшӑнакансене сӗнчӗç.
Мероприяти мӗнле пынипе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата ытти представительсем паллашрӗҫ, продукци хакӗсемпе, ватӑсен шухӑш-кӑмӑлӗпе интересленчӗç.
Ватӑсем ярмӑрккăна тивӗçлӗ шайра йӗркеленипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ, хăйсемшӗн тӑрӑшнăшăн, тимлӗхшӗн тав турӗҫ.
Зинаида Макаркина, Кивӗ Йӗлмел ялӗ:
— Эпӗ 88 ҫулта, хӗрӗмпе, ывӑлпа пурӑнатӑп. Манӑн хӗрӗм 57 ҫулта, вӑл 1-мӗш ушкӑн инваличӗ. Ывӑлăм Анатолий вара пире пӑхать, тăрăшать. Ҫулсерен ярмӑрккăна кӗтсе илетпӗр. Кӑҫал та эпӗ улӑм туянма тухрăм, ӑна киле леçсе пама шантарчӗҫ. Халӗ акӑ ҫӑнӑх илме хатӗрленетӗп. Волонтерсем пур енӗпе те пулӑшаҫҫӗ, киле леçсе параççӗ, пушатаҫҫӗ. Ку пирӗншӗн, аслă çулсенчи-семшӗн, питӗ лайӑх ӗнтӗ. Пысӑк тав!
Справка
Ярмӑрккăра 169 тонна тырă, 150 тонна урпа, 9 тонна пăрçа, 9 машина рулонсенче утă, 15 машина рулонсенче улăм, 20 тонна шурă çăнăх, тата 20 тонна отруби тата 3 тонна хуратул кӗрпи сутнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев