Аслă çулсенчисене хисеплесе
Тӗп хыпар

Аслă çулсенчисене хисеплесе

Районта 80 çултан иртнӗ – 893 ҫын, 90 çултан аслӑрах – 173 çын, 100 çултан иртнӗ – икӗ çын пурăнать

Çӗршывӗпех октябрь уйӑхӗн  пуҫламӑшӗнче Ватӑ çынсен кунӗ  тата  декада иртет.

Аслă çулсене çитни – ҫын пурнӑҫӗн кӗрхи ылтӑн тапхӑрӗ, ҫавӑнпа та Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне шӑпах ҫакӑн пек вӑхӑтра паллӑ тӑваҫҫӗ те пулӗ. Мӗн авалтан аслă ăру çыннисем пурăнан пурнӑҫӑн никӗсӗ пулса тӑнӑ. Вӗсем пирӗн пуласлӑх ҫутӑ та лӑпкӑ пултӑр, сӗтелсем тулăх, кунăмăрсем ырӑ пулччӑр тесе, тăрăшса вăй хунă.

Октябрӗн 1-мӗшӗнче районти Культура çуртӗнче Ватӑ çынсен кунне халалланă савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттерчӗç. Тӗлпулӑва муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл районти аслă çулсенчи ҫынсене чаплӑ уяв ячӗпе саламларӗ.

«Аслӑ ӑрӑва сума сăвасси – пирӗнтен кашнин таса тивӗҫӗ. Вӗсен пурнӑҫ опычӗ, ӑслӑ канашӗсем, ырӑ сӑмахӗсем пирӗншӗн яланах хаклӑ», – терӗ вӑл.

Представленийӗн илемӗ те, паллах, аппасемпе пиччесем хӑйсем  сцена çине тухса юрлани, ташлани пулчӗ. Тивӗҫлӗ канура пулсан та, вӗсем пултарулӑхпа искусствӑна туртăнаççӗ,  юратаҫҫӗ. Аслă çулсенчисене пӗрлештерекен пултарулӑх коллективӗсем культура каҫӗсене, тӗлпулусене хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсенче призлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Уяв концертӗнче вӗсем куракансене хӑйсен пултарулăхне, ӑсталӑхне тата тепӗр хут кӑтартрӗҫ.

Уяв каҫӗ парнесӗр иртмест. Район аталанӑвне тивӗҫлӗ пай кӗртнисем, общество пурнӑҫне хастар хутшӑннисем ҫак кун тивӗҫлӗ парнесем илчӗҫ. 

 

 


Нет комментариев