Ӗнер. Паян. Ыран
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Ватӑсен вунӑ кунлӑхӗ иртет.
Ҫавна май, ҫитес эрнери шӑматкун – октябрӗн 10-мӗшӗнче район пасарӗн территорийӗнче йӑлана кӗнӗ ярмӑркка йӗркелеççӗ.
Хӑйсен продукцийӗсене ярмӑрккӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм хушма хуçалăхсем сӗнӗç. Ҫавӑн пекех, Ватӑ çынсен кунне халалланӑ ярмӑрккӑра вӗри икерчӗпе, чейпе сӑйланма, пӗр-пӗринпе калаçса, хутшӑнма, хаваслӑ канма май пулӗ.
Кӗрхи ярмӑрккӑна ырӑ сунса кӗтеççӗ!
Нет комментариев