Ҫар служби тата сӑваплӑ тивӗç
Контракт служби
Тутарстанра контрактпа ҫар службине кайма килӗшӳ тума пулать.
Аса илтеретпӗр, январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра Оборона министерствипе контракт тӑвас текенсене пӗр хутчен парӑнакан тӳлеве 2,9 миллион тенке ҫитернӗ. Ку ҫӗршыври чи пысӑк тӳлевсенчен пӗри, Атӑл ҫи федераллӑ округра – чи пысӑк тӳлев. Икӗ пайран тӑрать: 2,5 миллион тенке Тутарстан бюджетӗнчен уйӑраҫҫӗ, 400 пин тенкине вара, министерство уйӑрать.
Унсӑр пуҫне, паянхи кун шӑпах Тутарстанра ятарлă çар операцийӗнче хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама виҫӗ пин ытла муниципаллӑ акт йышӑннӑ.
Тутарстанри 117-мӗш служба пилотсӑр системӑсен ҫарӗсене службăна контрактпа каяс текенсем валли уйрӑм «Хӗрӳ лини» ӗҫлет. Унта лекес тесен 117 номерпе шӑнкӑравламалла та 4 цифра çине пусмалла. Енчен те кандидата пуçламăш кӑтартусемпе Пилотсӑр системӑсен ҫарӗсенче служить тӑвас енӗпе контракт тума юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ пулсан, унӑн даннӑйӗсене суйлав пунктӗнчи специалиста параҫҫӗ.
Пилотсӑр системӑсен ҫарӗсенче контракт енӗпе службӑн условийӗсем яланхисенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Службăн чи пӗчӗк срокӗ – 1 ҫул. Ҫар ҫыннисене ытти службӑсене куҫармаҫҫӗ, Тутарстанпа кӳршӗллӗ регионсенче пилотсӑр системӑсемпе ӗçлеме вӗрентеҫҫӗ.
Рф Оборона министерствипе Тутарстан Республикинче контракта мӗнле çырмаллине, хушма премисем, ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем пирки тӗплӗнрех сайтра (heroes-tatarstan.ru) тупма пулать, ҫавӑн пекех, контрактпа çар службине (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан, Аэропорт урамӗ, 1/40 çурт) килсе е телефон урлă (843) 221 44 52 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Урăх регионсенчен 8 800 222 59 00 е регионсен хушшинчи кол-центрӑн номерӗпе (117) шӑнкӑравламалла. Сăмах май, хальхи вӑхӑтра Тутарстанра «Кадрсем» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев