Алешкин-Саплăк ялӗн волонтерӗсем «Тăван ен» чейӗ хатӗрлеççӗ
Тӑван енчен — ҫар ҫыннисем валли
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа районта çар çыннисем тӗлӗшпе сӳрӗк пулман çынсем ыр кăмăллăх ӗçӗсем тăваççӗ.
Волонтерсем пулăшу пухаççӗ, ыр кăмăлçăсем пулăшу параççӗ, кӗскен каласан, пултарнă таран кашни тăрăшать.
Алешкин-Саплăк ялӗнче йӗркеленнӗ волонтерсен ушкăнӗ те ку енӗпе тӗслӗх пулса тăрать. Вӗсем сеткăсем çыхни çинчен çырнăччӗ ӗнтӗ эпир. Ырă ӗçӗсене малалла тăсса, халӗ чей хатӗрлессине пуçарса янă. Çак продукцие савăнтармалăх, «Тăван ен» чейӗ тесе каланă.
— Пирӗн тахҫанхи ӗмӗт пурччӗ — хамӑр ачасене тӑван тӑрӑхри сиплӗ курӑксенчен чей хатӗрлесе ярассиччӗ, — тесе калаçрӗ Равия Валеева. — Типӗтнӗ сиплӗ курӑксене пӗчӗк хутаҫсене тултаратпăр. Каччăсене кученӗçсем сиплӗ чей пулса та кайччăр, вӗсем сывă та чипер таврӑнасса кӗтетпӗр.
Ҫак курӑксем хушшинче — хурлӑхан, хӑмла ҫырли, душица, зверобой-сарă матрюшке, иван-чай тата ыттисем те. Вӗсене ҫу каҫиччен пуҫтарнă, типӗтнӗ, ферментаци ирттернӗ.
— Пирӗн ял ҫыннисем питӗ ӗҫчен, питӗ тăрӑшуллӑ, — тет Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ, хастар волонтер Наталия Клементьева. — Ҫар ҫыннисем валли маскировка сетки ҫыхма тытӑнсан та нумайӑшӗ илтсе, пулӑшма килчӗ. Акӑ чей хатӗрлес ӗҫре те кашниех хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Ватсапра ушкӑнăмăр пур, унта эпир хыпарсемпе ылмашăнатпăр. Аслӑ çулсенчисем те айккинче юлмаҫҫӗ.
Наталия Николаевнан икӗ ывӑлӗ те паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулни пирки нумайăшӗ пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл ҫак ырӑ ӗҫсене пуҫаракан пулса çӳрекенчен пӗри.
Алешкин-Саплăк ялӗнчи «Теремок» ача садӗнче те ҫар ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе окоп çуртисем хатӗрлеççӗ.
Алешкин-Саплăк ялӗн волонтерӗсем хӑйсен ҫак ӗҫӗ пирки питех калаçмаççӗ, ахаль, лӑпкӑн кăна пурнӑҫлаҫҫӗ ҫакӑн пек пысӑк ӗҫе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев