Акатуй — наци йăлисене упрать
Ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, чăваш халăхӗ ӗлӗк-ӗлӗкренех
Çак уява Упи ялӗнче ирттересси йӑлана кӗчӗ. Кунта ятарлӑ Акатуй лаптăкӗ туса хунă, тавралӑха илемлетнӗ, уявлама, туянма суту-илӳ условийӗсем йӗркеленӗ. Уявăн лаптăкӗ ял варринче вырнаçни кашнийӗншӗн хăтлă.
Акатуй уявӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑнасемпе пӗрле Упи ялӗнчи обелиск умне Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫинче вилнисене тата ун хыççăнхи çар юхăмӗсенче Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑ ҫынсене асӑнса, чечексем хучӗҫ.
Кунтах, çар юхăмӗн ветеранӗсене, волонтерсене, «Ятарлӑ ҫар операцине пулӑшнӑшӑн» медальсем парса чысламалли мероприяти иртрӗ. «Рубеж» ҫар ветеранӗсен регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи, отставкӑри милици подполковникӗ Владимир Егорович Ярухин ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшакан район ҫыннисене Владимир Викторович Черланова — Санкт-Петербургри Н. А. Щелков ячӗллӗ милици академийӗн «Ырă ӗçсемшӗн», Наталья Владимировна Пустынинана, Зинаида Петровна Стратонована, Светлана Петровна Байгушевана Фарида Рафаиловна Хайруллинана Александр Петрович Ярухина «Рубеж» ҫар ветеранӗсен регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи уйрӑмӗн «Ятарлӑ ҫар операцине пулӑшнӑшӑн», Владимир Анатольевич Лысовпа Петр Петрович Ухваркина 76-мӗш десантпа штурм дивизийӗн командирӗн «Фронта пулăшу панăшăн» медальсемпе чысларӗ.
Акатуй лаптăкӗнче иртенпех юрă-кӗвӗ янӑрарӗ, хӑнасене «Хӗлхем», «Çӗпрел» художествӑлла пултарулӑх ансамблӗ, ҫавӑн пекех «Сувар» халӑх пултарулӑх коллективӗ (ертӳҫи — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, РФ культура Министерствин «Душа России» преми лауреачӗ Анатолий Музыкантсем), ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ кӗтсе илчӗҫ.
Акатуй уявӗнче Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, РФ Правительствин культура енӗпе премийӗн лауреачӗ, РФ Патшалăх Думин депутачӗ, Наци ӗçӗсем енӗпе Патшалăх Думин Комитечӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ, Çӗпрел районӗн хисеплӗ çынни Ильдар Гильмутдинов, Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Николай Нефёдов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, Чӑваш тата Тутарстан Республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «ТУС» акционерла общ генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов, Чăнлă муниципаллă районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Бабайкин, республикӑри «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен Союзӗн ертӳçи, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Совечӗн членӗ Сильвия Чаркина тата ытти хисеплӗ хăнасем ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗç.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ял ҫыннисене чӑваш халӑхӗн йӑлисемпе традицийӗсене упраса хӑварнӑшӑн тав турӗ, пурне те телей, сывлӑх тата аталану сунчӗ.
Марат Гафаров, çаплах, паян Тӑван çӗршыв хуралӗнче тӑракан каччăсен паттӑрлӑхне палӑртса иртрӗ, лаптăк варрине чӗнсе кăларса, вӗсене тав туса, парнесем пачӗ.
Уяв вӑхӑтӗнче патшалӑх наградисене, район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Ильдар Гильмутдиновӑн Тав ҫырӑвӗсене, Тутарстанри Халӑхсен Ассамблейин Тав çырăвӗсене, ТР Чӑваш наципе культура автономийӗн Хисеп грамотисене, ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен Союзӗн тата ытти нумай наградӑсем пачӗҫ.
Кăçал, çаплах, чăваш чӗлхине, культурине, йăли-йӗркисене, чăваш писателӗсен, ентеш писательсен творчествине пропагандăлас енӗпе хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн Петр Васильевич Дементьев музейӗн ертсе пыракан методисчӗ (Ҫӗнӗ Упи ялӗ), ТР Наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи писательсен Союзӗн членӗ Юрий Васильевич Адъютантов, «ТАТМЕДИА» акционерла обществăн филиалӗн «Туган як» хаҫат редакцийӗн тӗп редакторӗн дубляж енӗпе çумӗ Таисия Петровна Игнатьева, 2025 çулта Хăймалу ялӗн Астăвăм кӗнекине кӑларнă, таврапӗлӳҫӗ-ветеран Петр Иванович Ларионов А. С. Чебанов ячӗллӗ район премине тивӗҫлӗ пулчӗç.
Уявра ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсен вӑйӗпе йӗркеленӗ чӑваш наци кил-ҫурчӗсем ӗҫлерӗҫ. Унта хӑнасене наци апачӗ сӗнчӗç, мастер-классем ирттерчӗç.
Уявра «Уяв пики» пултарулӑх конкурсӗнче наци костюмӗсем тӑхӑннӑ чӑваш хӗрӗсем сцена çине тухса, юрласа-ташласа панине курма май пулчӗ. Вӗсене кашнинех Дипломсемпе парнесем пачӗҫ.
Кашниех хӑйӗн вӑйне спорт ӑмӑртӑвӗсенче, кӗрешӳре, канат туртассинче, армспортра, шӑчӑ тӑрӑх хӑпарса тата ытти нумай вӑйӑсенче сăнаса пӑхма пултарчӗç.
«Акатуй» уявӗ ӗмӗр-ӗмӗрех хӑйӗн ирӗклӗ кӗрешӗвӗпе чапа тухнӑ.
Кăçалхи çулăн кӗрешӳ паттăрӗсем:
— 35 кг çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырӑна — Денис Сачков (Чӑваш Ҫӗпрел ялӗ), 2-мӗш вырăна — Константин Акимов (Матак), 3-мӗш вырăна — Денис Чернов (Тăваньел);
— 40 кг çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырӑна — Павел Данилов (Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ), 2-мӗш вырӑна — Александр Чернов (Алешкин-Саплăк), 3-мӗш вырӑна — Арсений Герасимов (Хусан хули);
— 50 кг килограмма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырӑна — Николай Акимов (Матак ялӗ), 2-мӗш вырӑна — Ильяс Хусаинов (Кӗçӗн Чăнлă), 3-мӗш вырӑна — Егор Юдин (Алешкин-Саплӑк);
— 60 кг çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырӑна — Владислав Чернов (Матак ялӗ), 2-мӗш вырӑна — Кирилл Чатта (Кивӗ Улхаш), 3-мӗш вырӑна — Тимофей Марков (Упи);
— 70 кг килограмма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырăна — Максим Цыфаркин (Упи ялӗ), 2-мӗш вырăна — Александр Акимов (Матак), 3-мӗш вырăна — Павел Марков (Çӗнӗ Йӗлмел);
— 80 кг çитичченхи виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырăна — Николай Чукмаров (Матак ялӗ), 2-мӗш вырăна — Виктор Порфирьев (Алешкин-Саплăк), 3-мӗш вырăна — Динар Зяббаров (Тăваньел);
— 80 кг ытларах виçе йывăрăшӗнче: 1-мӗш вырӑна — Михаил Ефрейторов (Матак ялӗ), 2-мӗш вырӑна — Валерий Карабаев (Чӑваш Паснапуç), 3-мӗш вырăна — Рамиль Ибрагимов (Тимӗрçел) çӗнсе илчӗç.
Акатуйăн абсолютлă паттӑрӗ Владислав Чернов (Матак ялӗ) пулса тӑчӗ. Акатуй парнине те — така — ăна тивӗçрӗ.
Уявра тӗрлӗ суту-илӳ речӗсем ӗҫлерӗç. Столовăйсенче чей вӗрерӗ, шашлык пиçрӗ, чуччусем, ачасем валли вăйăсем йӗркелерӗç.
Пурте пĕрле пухăнса, çапла, Акатуй уявне анлăн та шавлă ирттерни пурнăçра та, ĕçре те пулăшать. Халăх йăли-йĕркине несĕлсемшĕн упрасси, ăна аталантарасси — тĕп тĕллев. Çак кун ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те, чăннипех, пысăк уяв пулчĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев