Афганистан ахрăмӗ: манӑҫмӗç çав ҫулсем
Февралӗн 15-мӗшӗ – Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑ кун.
Кӑҫал ҫак историллӗ датăн 37-мӗш ҫулне палӑртрӗç. Ҫак кун ҫӗршывăмăрта афганецсене чысламалли, ют ҫӗрте пуҫ хунӑ ентешӗмӗрсене аса илмелли, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене тимлӗх памалли кун пек историе кӗрсе юлчӗ. Çавна май районта мероприятисем иртрӗç.
Мероприятисене нумай ҫул хушши ырӑ йӑлана çаврăннă авточупупа пуҫласа ячӗç. Раççейӗн тата Тутарстанăн ялавӗсемпе илемлетнӗ автомашинăсен колонни район центрӗнчен Çӗнӗ Йӗлмел ялне кайрӗ. Унта афганец-салтаксене асăнса митинг ирттерчӗç, мемориал умне чечексем хучӗç. Асăннă мероприятие пуç хунă ентешсен тăванӗсем те хутшăнчӗç. Унтан Афган, Чечня тата СВО ветеранӗсене халалланă акцин маршручӗ каялла Кивӗ Çӗпрелне килчӗ. Район центрӗнче Геройсен Аллейинчи Ӗмӗр сӳнми вут тата воин-интернационалистсен мемориалӗ умне чечексем хучӗҫ. Малалла уяв «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче тӑсӑлчӗ.
– Ҫулсем иртнӗҫемӗн чылай пулӑм асран ҫухалса пырать, анчах истори ӗмӗрлӗх. Этемлӗхе нумай асап кӳнӗ Афган вӑрҫи историре юлать, халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхех сыхланать. Эсир, хӑвӑрӑн ҫамрӑк пурнӑҫӑра шеллемесӗр, вута кӗтӗр. Паян та эсир паттӑрлӑх тӗслӗхӗ. Çӗршывра кирек мӗнле пулӑмсем пулса иртсен те, эсир пулӑшатăр. Сире сывлӑх, ҫирӗп кӑмӑл, ӑнӑҫу тата ҫемье ырлӑхӗ сунатпӑп, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ 12 ентешӗмӗре сывă каялла таврӑнма пӳрмерӗ. Мероприятие хутшӑннӑ паттӑр салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене: Мучелей ялӗнчи Закияпа Рафаэль Замалетдиновсене, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Рузания Хайбуллована Марат Ринатович тав сӑмахӗсем каларӗ, асӑнмалӑх парнесем пачӗ.
Мероприяти шайӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ «Форпост» центрӗн директорне Альберт Сулейманова Тутарстан Республикин Çамрӑксен ӗҫӗсен тата спорт министерствин Тав ҫырӑвне пачӗç.
Обществӑлла пурнӑҫра палӑрнӑ воин-интернационалистсене Петр Бильдякова «Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» медальпе, Фаргать Ахтямова, Александр Аббазовпа Ильгам Каюмова район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.
Ӗҫ тӑвакан комитетăн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов та Тав ҫырӑвӗсем панă чухне районти воин-интернационалистсем яланах малта пулнине, пур мероприятие те хутшӑннине палăртса иртрӗ, ҫак пӗрлӗхе малашне те упрама чӗнсе каларӗ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин Тав ҫырӑвӗсене ҫак кун Владимир Солдатов, Ильгам Каюмов, Раис Асадуллин, Петр Митаев тивӗҫрӗҫ.
Çар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов та тухса калаçрӗ ҫак кун. Вӑл хӑйӗн службӑри ҫулӗсене аса илчӗ, ҫавӑн пекех, наградӑсем пачӗ. «Патриотизм воспитанийӗ панă çӗрте тава тивӗҫлӗ ӗçсемшӗн» медальпе Ирек Яфизова, Иван Исаева, Виктор Митрошкина, Владимир Лысова (спонсора) чысларӗç. Ирфан Алиуллова Хисеп грамоти пачӗç.
Воин-интернационалистсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ малтанхи кунсенчех гуманитари пулӑшӑвӗ пухас, каччăсене шефа илес ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавна май, 104-мӗш дивизи командирӗн «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медалӗпе Олег Журавлева чысларӗç. Командованийӗн Тав ҫырӑвӗсене Раис Шакурова, Петр Мулеева, Иршат Зиганшина, Василий Денисова пачӗç.
Мероприятире Ульяновск облаҫӗнче пурӑнакан пирӗн ентешсем Владимир Ярухинпа Марс Саяпов та хутшӑнчӗҫ.
Шалти ӗҫсен ветеранӗ, историк Владимир Ярухин хӑйӗн сӑмахӗнче воин-интернационалистсене халалланӑ кӗнекене презентацилеме сӗнчӗ. Ҫак кӗнекере Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ентешӗмӗрсен шӑписемпе паттӑрлӑхӗсене ҫырса кӑтартнӑ.
– Официаллӑ кӑтартусем тӑрӑх, Афган вӑрҫине Çӗпрелӗнчен 200 ытла каччă хутшӑннӑ теҫҫӗ пулин те, архив докуменчӗсем тӑрӑх вӗсем 300 ытла пулни палӑрчӗ, вӗсене кӗнекене пурне те кӗртнӗ, – терӗ Владимир Ярухин. Кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑ библиотекарьсене, истори вӗрентекенӗсене, Ҫӗпрелсене тав турӗ.
Кӗнеке хальлӗхе темиҫе экземплярпа пичетленсе тухнӑ, пӗрремӗш экземплярсене район пуҫлӑхне Марат Гафарова тата Виктор Петухова пачӗ.
Ӑшӑ тӗлпулу Афган вӑрҫи витӗр тухнӑ ҫар ҫыннисен пултарулӑх сӑмахӗсемпе малалла тӑсӑлчӗ. Геннадий Лелюков купăспа каласа юрларӗ. Поэт тата Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ Федор Горобцов сӑвӑсем каларӗ, гитара каласа юрӑсем шӑрантарчӗ.
Мероприятие Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн вӗренекенӗсемпе районти культура ӗҫченӗсен пултарулăх номерӗсем те илем хушрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев