Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ачасене инкекрен сыхлăр

ГИБДД

2026 ҫулăн 2 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 40 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă, вӗсенче 1 ача вилнӗ, 45-шӗ тӗрлӗ шайри суран илнӗ. Çул-йӗр-транспорт аварине лекнӗ ачасенчен чылайӑшӗ пассажирсем пулнӑ.

Районти ГИБДД начальникӗ Анатолий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта республикӑра пассажир-ачасем хутшӑннипе пулнă аварисем нумайланнӑ. Иртнӗ ҫул вилнӗ вунпилӗк ачаран вунвиҫҫӗшӗ пассажир пулнӑ.

– Иртнӗ çул районти ҫул-йӗр-транспорт аварийӗнче пӗр ача сиен курчӗ, кӑҫал та пӗр ача, çаплах, аманнӑ. Ачасем хутшӑннипе килсе тухнă аварисен тӗп сӑлтавӗ – ҫул урлă палӑртман вырӑнтан каçни, ятарлӑ тытса тăракан хатӗрсемсӗр ҫӳретни, тумтир ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулманни, – тесе пӗлтерчӗ Анатолий Михайлов.

Районӑн тӗп автоинспекторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк пассажирсен пурин те автомобильсенче ятарлӑ тытса тăракан оборудованисемпе ҫеҫ ҫӳреме тивӗçлӗ. Вӗсем пурнӑҫа ҫӑлса хăвараççӗ. 

Раççей Федерацийӗн  Çул-йӗр юхӑмӗн правилисен 22.9 пункчӗпе килӗшӳллӗн, 12 ҫула ҫитичченхи ачасен ҫӑмӑл автомобилӗн малти ларкӑчӗ ҫинче, 7 ҫула çитичченхи ачасен кайри ларкӑч ҫинче ачан пӗвӗпе йывăрăшне тӳрӗ килнӗ хатӗрсемпе усӑ курмалла. Патшалӑх инспекцийӗ 12 ҫула çитичченхи ачасене кайри ларкӑч çине лартнă чухне те ачасен ларкăчӗпе усӑ курма сӗнет. 12 ҫултан аслӑрах ачан хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнмалла.

– Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ачасене турттармалли правилӑсене пӑсассине асăрхаттарас  енӗпе ҫулталӑк тăршшӗпех активлă ӗç илсе пырӗç. Кун пек йӗркене пӑснӑшӑн водителе пилӗк пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – аллӑ пин тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсене икҫӗр пин тенкӗ таран штраф пама пăхăннă, –  тет районти ГИБДД начальникӗ ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каласа.

Районти тӗп автоинспектор ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта ҫамрӑксем мототранспортпа усӑ курса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳренине те çирӗплетсе хăварчӗ.

– Ачасене ҫакӑн пек техника парнелес умӗн  ашшӗ-амӑшӗн вӑл мӗнпе вӗҫленесси пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Хăрушӑ  тӗслӗхсем нумай. Шел те, ачасен пурнӑҫне каялла тавӑрма май ҫук. Ҫакна асра тытмалла, – тет Анатолий Михайлов.

 

Цифрăсем

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Тутарстанра 463 çул-йӗр-транспорт аварине регистрациленӗ. Вӗсенче 57 ҫын вилнӗ, 581-шӗ тӗрлӗ шайра суранланнă. Вилнисен шучӗ иртнӗ çулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 19 ытларах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев