Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ачасен ҫуллахи канӑвӗ пуҫланчӗ

Каникула «Чупрэле» паркра йӗркеленӗ мероприятире старт пачӗç

Ҫăвӑн пӗрремӗш кунне Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пулнă май палӑртса ирттереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе районта ачасем валли юрă-ташă, мастер-классем, парнесем хатӗрленӗччӗ.

Ертӳçӗсем ачасене ҫуллахи каникул пуҫланнӑ ятпа саламларӗҫ, кунсене хӑрушсăр, усăллă ирттерме сунчӗҫ. Мероприяти шайӗнче районти культурӑпа общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех спорт мероприятийӗсенче, «Малтисен юхӑмӗнче» хӑйсене кӑтартма ӗлкӗрнӗ ачасене нумай, тӗрлӗ парнесем пачӗç. Паркри кашни кӗтесре ҫак кун кашниех кӑмӑла каякан интерес тупма пултарчӗ: ӳкерчӗксем турӗç, тӗрлерӗç, ӑмӑртусенче хутшӑнчӗç, ГТО нормативӗсене пачӗç. Сцена ҫинче юрӑсем янӑрарӗç. Çаплах, батутсем те ӗҫлерӗç. Сахӑр мамӑкӗ, тутлă шыв, мороженӑй, куçа илӗртекен теттесем — пурте пулчӗç. 

Ҫуллахи каникул пуҫланнӑранпа ачасен «Чайка» ачасен лагерӗнче пӗрремӗш смени те ӗҫлеме пуҫларӗ. Вăл, «Паттăрсен ҫӗршывӗ» ячӗпе, 21 куна тăсăлӗ. Виҫӗ эрне хушшинче ачасем Тӑван ҫӗршывӑн, унӑн ҫыннисен историне, ҫар хатӗрлевне, пӗрремӗш пулӑшу памалли хӑнӑхусене вӗренӗҫ тата ытти те, пуринчен ытла — ҫӗнӗ туссем тупӗҫ, нумай информаци илӗҫ. 

«Чайка» лагерьте ҫуллахи канӑва пурӗ виҫӗ сменăпа йӗркелӗç, унта 200 ача канма пултарӗ.

Унсӑр пуҫне шкул ҫумӗнчи лагерьсенче те ҫуллахи лагерьсем йӗркеленӗҫ, çаплах, ӗҫ тата ӗçпе тивӗçтермелли программа тӗлӗшпе те лагерьсем ӗçлӗç.

Мӗн тесен те, канни яланах кăмăллă.

Малалла тăсса

Тутарстан Республика Раисӗ Рустам Минниханов сӗннипе «Тутарстанра çулла» программа та ӗҫлеме пуҫларӗ. Вăл июнӗн пӗрремӗшӗнчен пуçласа кӗркуннеччен тӑсӑлать. Программăн тӗллевӗ: республикӑри халӑхсене пӗр-пӗринпе хутшăнтарса пурӑнтарасси, вӗсене кăмăллă, усӑллӑ ҫу парнелесси.

«Тутарстанра çулла» программӑпа та тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Кун ҫинчен ятарлӑ leto2025.tatar сайтра пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев